06 декабря 2014 г.
Турханти вăтам шкулти 8 класра вĕренекенсем шав организма мĕнле сиен кỹнине пăхса тухрĕç. Унта вĕсен ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ. Малтанах темăна В. Самарина класс ертỹçи уçăмлатрĕ. Вăл паянхи медицина та шăв-шав çын сывлăхĕшĕн тăшман пулнине çирĕплетнине каларĕ. Çавна пулах хăш-пĕр чирсем аталаннине палăртрĕ. Шăв-шава пулах çыннăн пуç мимин ĕçĕ хавшать-мĕн. Астуса юласлăх чакать. Нерв чирĕсем пуçланаççĕ. Ăс-тăнпа ĕçлес пултарулăх вĕресе тăмасть. Тепĕр чухне çын тарăхма та пуçлать.
Кун йĕркинчи темăна тĕплĕн тишкернĕ хыççăн пурнăçра шăв-шав сахалрах кăларма кирлине палăртрĕç. Çакă сывлăха сыхлассипе те çыхăннă.
Пĕр пухăннă чухне ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ В. Шелякова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет та туса пачĕ. Унта та сывлăха çирĕплетмешкĕн кун йĕркине çирĕп пăхăнмалли çинчен сăмах пычĕ.
В. ТРОШКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)