Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ

15 ноября 2014 г.

Шкулта аслă классенче вĕренекен кашни ачанах алла документ илнĕ хыççăн малалла ăçта каясси пăшăрхантарать. Аслă вĕренỹ заведенийĕсене çул тытмалла е ĕçе пуçăнмалла? Арçын ачасенчен хăш-пĕрисем тỹрех çар ретне тăракансем те пур. Çĕр-шыва юрăхлă професси суйласа илес тесен мĕн тумалла-ха? Çак ыйту канăç паманран класс сехечĕсенче сахал мар сăмах хускатать Турханти вăтам шкулти биологи учителĕ Т. Самарина. Урокра та çак тема патне тухни те тĕл пулать. Мĕншĕн тесен ача хăйне килĕшекен ĕç патне туртăнтăр тесе тăрăшать. Ĕçĕн çимĕçĕ пурришĕн савăнать вара Татьяна Михайловна. Вун пĕрмĕшсенчен патшалăхăн пĕр-лĕхлĕ экзаменне биологипе е химипе паракансем пурри те хавхалантарать ăна. Апла пулсан предметсене кăмăллаççĕ вĕренекенсем, малашлăх çулĕсене суйласа илнĕ çĕрте кирлĕскерсем вĕсем. Çакă вара хăйех ĕçе тĕплĕн тума хистет. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче çуралнă педагог. Алла аттестат илнĕ хыççăн чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (университетĕнче) малалла вĕренсе дипломлă пулнă. Çамрăк специалист вара тỹрех Турханти вăтам шкула ĕçе вырнаçнă. Унтанпа тăваттăмĕш теçетке çула та кайрĕ ĕнтĕ. Професси ăсталăхĕ кашни вĕренỹ çулĕнчех ỹссе пычĕ. Çакна хăш-пĕр тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче акă Т. Самарина Шупашкарти электромеханика колледжĕнче урок пачĕ. Маларах вăл Раççей конкурсĕн регион шайĕнчи педагогсен професси ăсталăхĕн конкурсне хутшăнса çĕнтерỹçĕсен шутне кĕнĕччĕ. Çỹлĕ шайра ирттернĕ урока вырăна хурса хакларĕç, дипломпа наградăларĕç. Тивĕçех çакна Татьяна Михайловна. Урокра вĕрентỹпе воспитани тĕллевĕсене тивĕçлипе пурнăçласа пыма тăрăшать вăл. Тĕрлĕ мелпе усă курать. Малта пыракан çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртни педагога усă кỹретех. Ачасене шырав-тĕпчев ĕçне явăçтарать Т. Самарина. Хăй те тавра курăмне анлăлатассишĕн сахал мар тăрăшать. 2011 çулта вăл республикăри биологи учителĕсен пĕрремĕш фестивалĕнче çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Класс ертỹçи вĕрентекен. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни тĕрлĕ мероприяти ирттерме май парать ăна. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе çыхăнура пулни ачасене тĕрĕс çулпа илсе пыма пулăшать. Чăннипех те ĕçлеме ỹркенмест педагог. 2012 çулта унăн кабинечĕ районта чи лайăххисен шутне кĕчĕ. Çитĕнекен ăру олимпиадăсене, конференцисене, конкурссене хутшăнни те вĕсемпе хушма занятисем ирттернине çирĕплетет. Тăрăшуллă ĕçе тивĕçлипе хаклаççĕ. Т. Самаринан вĕрентỹ пайĕн, район тата Турхан ял администрацийĕсен хисеп грамотисем пур. Мĕн тĕрлĕ çеç диплом çук унăн. Вăл шутра республикăри учительсен методика фестивалĕнче илнисем те. Чăваш ял хуçалăх академийĕнче ирттернĕ республика семинарĕсене хутшăнать вăл. Тухса калаçать. Çаксене пулах ĕнтĕ 2012 çулта Татьяна Михайловна "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентỹ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика