Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОМСОМОЛ ПУТЕВКИНЕ ПАЯН ТА УПРАТЬ

18 октября 2014 г.

Нумай пулмасть редакци пỹ-лĕмне вăрман варринче ларакан Хурама Тварĕнчен тăххăрмĕш теçеткере пыракан шурсухал каптăрт кĕрсе тăчĕ. Пурнăç çыннин пĕр алли çу ăшĕнче те тепри пыл ăшĕнче пулманни тỹрех сисĕнет. Çĕр ĕçченĕн, пурнăç пăрнăçĕнчи йывăрлăхсем пичĕ çине йĕр тунă, пуçне кăлкан тĕс çапнă. Çур ĕмĕре яхăн хурçă "ут" штурвалне парăнтарнă Геннадий Едриванов. Çĕр аннемĕрпе кăвапине çыхнă тăванăмăрăн çулĕсем шултăраланнă пулин те ĕмĕт-шухăшĕпе, кăмăлĕпе ватăлсах ларман-ха мучи. Ăс-тăнĕпе те аптрасах каймасть. Шел, ватлăхра хăлхи мăкалнă, çавăнпа унта-кунта тухнă чухне вăл хăйĕнчен мăшăрне хăвармасть. "Ку вăл манăн куçаруçă", _ тет шỹтлерех Геннадий Васильевич мăшăрĕпе паллаштарнă май. Ун хыççăн кивĕ сăн ỹкерчĕксене туртса кăларчĕ. Иртнĕ куна каялла тавăрма çук пулин те çамрăк чухнехи фотосене пĕрин хыççăн теприне сĕтел çине кăларса хучĕ."Ку _ салтакри юлташăмпа, леш _ колхозра ака тунă самантра. Çакă вара маншăн чи хакли _ юлташсемпе Алтай тăрăхне ĕçлеме кайсан хамăн трактор умĕнче ỹкерттерни..." _ пĕрин хыççăн теприне вырнаçтарса пычĕ Геннадий пичче. Юлашки сăн ỹкерчĕкĕ пирки вара сăмахĕ ытларах вакланчĕ.

Ял каччине ытти чылай çамрăксем пекех пурнăç шурă кулачă çеç çитермен. Хресчен ывăлĕн ури çине те çамрăклах ĕне пуснă. Пĕве кĕрсен каччă тимĕр "ут" çине ларнă. Çỹллĕшĕпе пысăках мар пулин те ăна çăмăллăнах парăнтарнă: салтака кайичченех хуçалăхра ака тунă, комбайнпа тырă вырнă... Çĕр-шыв умĕнчи хăйĕн тивĕçне пурнăçласа килнĕ хыççăн вара унăн пуçĕнче çĕнĕ шухăш çуралнă. Вăл вăхăтра шăпах яш-кĕрĕме çерем çĕрсем уçма янă. "Эпĕ ыттисенчен мĕнрен кая?" _ татăклă йышăну тунă каччă. 1956 çулхи июльте вара Геннадие те алла комсомол путевкине тыттарнă. Паян кунчченех типтерлĕн упрать вăл ăна. Çулне кура мар хаçат-журнала самай шĕкĕлчекен ватă "Авангард" хаçатра çерем çĕрсем уçма кайнă хастарсем пирки çырнă материалсене кăмăлтан вуланă-мĕн. Хăй те вăхăтĕнче çав "юхăма" хутшăннăран чĕнмесĕр тăма пултарайманнипе райхаçата çул тытнă. Ара, тĕрĕссипе, целинниксем те çулсеренех сайралса пыраççĕ-çке. Геннадий Васильевич Алтай тăрăхĕнче вĕçĕмсĕр штурвал тытнă. Вагонсенче улăм сарнă урайĕнче выртса пурăннă пулин те çав вăхăтсене ỹпкелесе аса илмест. Тăватă уйăх ĕçлесе килне икĕ тонна яхăн тырă илсе килнĕ.

Ку тĕлĕшпе шăпа ăна иккĕмĕш хут та тинĕс евĕр вĕçсĕр-хĕрсĕр хирсене илсе çитернĕ иккен. Тепринче вăл Казахстанри Кустанай облаçĕнчи Курицкий районта тырă туса илес тесе ĕçленĕ. Анчах та яшкара та кашни ăсмассерен какай турамĕ çакланман пекех, ку хутĕнче пушă алăпах таврăннă-мĕн. Çапла пулса тухнин сăлтавне те пытармарĕ: "Çак чиперккене куртăм та авланса ятăм, урăх каймарăм та..." _ мăшăрне пăхса шỹтлерĕ вăл.

Унтанпа çул хыççăн çул самай черетленнĕ темелле. Паян Хурама Тварĕнчи Елена Ильиничнапа Геннадий Васильевича пилĕк ачипе нумай мăнукĕ савăнтарса пурăнать. Çемье кĕреке тавра пуçтарăнсан, кил хуçи чылай чухне асра юлнă кунсене аса илет.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика