15 октября 2014 г.
Тури Тăрмăшри суту-илỹ ĕçченĕсем ĕç кунне ирхине 6 сехет çурăрах пуçăнаççĕ. Халăхран сĕт пухаççĕ вĕсем. Куллен 400 килограма яхăн продукци ăсатаççĕ. Тỹлевĕпе вара кашни 10 кунта татăлса пыраççĕ.
8 сехетре вара лавкка уçăлать. Ялта пĕртен-пĕр суту-илỹ точки пулнăран унта ирпе кĕрекен те, кăнтăрлаччен икшер хутлакан та, каçхине хупиччен ĕлкĕрес текен те пур. Ассортимент пуян вара. Апат-çимĕçрен пуçласа пусма тавар, курка-витре, кĕреçе-кĕрепле таранчченех турттарса тăраççĕ. Халăхпа тачă çыхăнса ĕçленĕрен çапла тăваççĕ. Çук тавара пĕр е икĕ кун хушшинчех илсе килсе параççĕ. Заказне пама çеç ỹркенмелле мар. Уйăхсерен 400-450-шар пин тенкĕлĕх тавар сутас тесен йăрă та чĕрĕ пулмаллах çав.
Лавккара иккĕн ĕçлеççĕ. Чи пысăк ĕç стажли вара Т. Зотова. Татьяна Сергеевна заведующи те. Анат Чакă хĕрĕ прилавок умне суту-илỹ училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн тăнă. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртрĕ. Малтанласа сутуçă Аслă Чементи, унтан Çĕньялти, каярахпа Турханти лавккасенче ĕçленĕ. Аслă Чемене качча тухнăскере вара Тури Тăрмăшне куçни киле çỹремелли çула та кĕскетме пулăшнă.
_ Кунти ял халăхĕ килĕшмеллипех килĕшет мана. Çын каласа çын ĕненмелле мар, пĕр çемьери пек пурăнатпăр эпир. Сĕт пама пыракансемпе пĕр-пĕрин сывлăхне ыйтса пĕлнинчен куна пуçлатпăр. Каять вара сăмах-юмах малалла... _ тет Татьяна Сергеевна.
Çак сăмах-юмахран камăн çуралнă кунĕ, юбилейĕ çитнине, ачи авланнине, çĕнĕ пỹрт хăпартнине, нимелле ĕç тунине веçех пĕлме пулать. Хăшне мĕнле тавар кирлине те сутуçăсем малтанах палăртса хураççĕ вара. Çакнашкал ĕçленĕрен ỹсĕмĕ пулать те.
Календарьпе çыхăннă паллăрах уявсенче лотерея вылявĕсем ирттереççĕ. Унта каллех пĕтĕм ял-йыш пухăнать. Билечĕсене çителĕклех тăваççĕ. Таварĕсене хуçалăхра кирлисене выляттараççĕ.
_ Сутуçăсен ĕçĕпе кăмăллă эпир, _ тет Е. Сергеева тавар туянакан. _ Вăхăтĕнче хам та кăштах çак ĕçе кỹлĕнсе курнăран калатăп çакна. Таварсене кулленех турттарса тăраççĕ. Çăкăр-булка çемçе, пулă-кăлпасси свежий.
Хăйсен ĕç ỹсĕмĕнче Турхан суту-илỹ пĕрлешĕвĕн ертỹçисен тăрăшулăхне кураççĕ Т. Зотовăпа О. Андреева сутуçăсем. Телефон çыхăнăвĕпех кирлĕ тавара ыйтма пулать вĕсенчен. Панă сăмаха яланах вăхăтра пурнăçлаççĕ аслисем. _
Ĕçри çирĕп йĕркелĕхе пире хăй вăхăтĕнче райпо председателĕнче ĕçленĕ Н. Кошкинах хăнăхтарнă пулас. Кая юлса килесси, лавккана иртерех хупасси çук пирте, _ тет Татьяна Сергеевна. _ Кану кунĕсемсĕрех ĕçлетпĕр. Таварсене килĕрен валеçни те пулать. Тĕслĕхрен, тырă е комбикорм илес текен шутлисене тата ытти те. Черетпе улшăнатпăр. Юрать килтисем ăнланаççĕ.
Кинпе, ывăлпа, мăнукпа пурăнать Т. Зотова. Ял-йышпа пĕр чĕлхе тупнăран, ăрăва малалла тăсакансемпе те пĕр çăварта. Хуçалăхра виçĕ ĕне усраççĕ пулин те пур ĕçе те вăхăтра ĕлкĕреççĕ. Асли çамрăксене ăнланнăран, ывăлпа кин амăш-хунямăшне хисепе хунăран та çапла-тăр.
Тăрăшуллă ĕç хисеп çĕнсе илме пулăшать. Татьяна Сергеевнашăн та вăл çаплах пулчĕ. Халăх интересне мала хурса тавар сутма тăрăшать Т. Зотова. Çын кăмăлне курнăран чыслă ята тивĕçрĕ. Професси тĕлĕшпе чи лайăххине илни те шăпах çакна çирĕплетрĕ те ĕнтĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)