Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пỹчỹк ялçн пысçк савçнçăỹ

09 августа 2014 г.

Турхан ял тăрăхне кĕрекен пысăках мар Хурама Тварăн истори тымарĕ 1926 çулсенченех аталанма пуçланă. Ун чухнех таврари Çĕньял, Анат Тăрмăш, Çăл Атăк ялĕсенчи хăюллă та чăрсăр çемьесем аслă уçланка куçса килсе пĕчĕк пучинкесем йĕркеленĕ. Каярахпа вара ял канашне "Хурама Твар" тесе йышăннă. Çавăнтанпа çак ялсем ыттисем пекех турат çумне турат хушса, йăх çумне йăх пысăклатса пырса хăйсен йышне сарнă. Çапах та вăрман çывăхне пырса тĕпленнĕ халăхсен йышĕ хальхи вăхăтра та пысăках мар. Паянхи куна Хурама Тварĕнче 112 çын пурăнать. Апла пулин те пĕчĕк ялта та вĕсем савăнăçа пĕрле пайлама хăнăхса çитнĕ. Иленре вĕсем каллех хăйсен ял уявне паллă тума пуçтарăннă. "Савнă ялăм _ пĕчĕкçĕ çĕр-шывăм" ятпа йĕркеленĕ кăçалхи мероприятие Культура çулталăкне халалланă. Çавăнпа та ăна нихçанхинчен ытла кăмăллă та савăнăçлă, асра юлмалла ирттерме тăрăшнă та.

Уява хапăл тунисене район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ райадминистрацин социаллă аталану тата информаци тивĕçтерĕвĕн пай пуçлăхĕ Валерий Осипов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Манзуркин, "Хастар" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçин çумĕ Валерий Косойкин, Шăмăршă лесничествин ертỹçин çумĕ Сергей Богданов, ял старости Терентий Давыдов саламланă, пурне те ырлăх-сывлăх, пысăк хавхалану суннă. Иртнисĕр малашлăх çук, теççĕ.

Ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Сымов Хурама Тварсене уяв ячĕпе саламланă хыççăн йăх-несĕлсен историйĕпе паллаштарнă, уйрăм хастарсене ятран аса илнĕ. Вĕсен тивлечĕпе çавăн пек асамлă вырăнта, вăрман варринче пурнăç пуçланса кайнă-çке! Паян вара ял халăхĕн ỹпкелешсе те пăшăрханса калаçмалли сахал: яла асфальт çул çитнĕ, вырăнти халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерме магазин, фельдшер пункчĕ, культура çурчĕ те пур. Район центрне тухма автобус маршручĕ те уçнă, вĕренекенсене те шкула ятарлă автобуспах илсе тухаççĕ. Уяв тенин парнесĕр илемĕ çук.

Ял хастарĕсемпе хисеплĕ ватăсене, ял хуçалăх производствинче тăрăшса ят-сум çĕнсе илнисене район администрацийĕн тав çырăвĕсемпе чыс тунă. А. Манзуркина, И. Кукушкин ĕç ветеранĕсем, Т. Алжикова ФАП заведующийĕ, А. Калдырмина магазин заведующийĕ, О. Едриванова почтальонка, О. Ивановапа Г. Едриванов хисеплĕ ватăсем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçнĕ. Ял уявне хаваслăх кĕртекеннисем _ сцена ăстисем. Алина Антонова ертсе пыракан "А _ Зоренька" эстрада ансамблĕн артисчĕсемпе ялти клуб çумĕнчи фольклор ушкăнĕн юрă-ташă ăстисем уява хутшăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Çав вăхăтрах куракансене уяв уçланкинчи спорт ăмăртăвĕсем те тыткăнланă. Уйрăмах шурсухалсем алă вăйне виçнине тата ушкăнсем вĕрен туртса ăмăртнине пăхса хаклама кăмăллă пулнă. Юлашкинчен пурте пĕрле тутаннă какай шỹрпи вара кашнийĕншĕнех уяв парни вырăннех шутланнă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика