09 августа 2014 г.
Турхан ял тăрăхĕнчен паллă çынсем нумайăн тухнă. Вĕсенчен хăшне-пĕрне тĕнчипех пĕлеççĕ. Акă, А. Кокель художник ячĕпе районта çулсерен пленэр иртет. Унта таçти-таçти çĕр-шывран та килеççĕ. Герман Кокель пирки те илтмен çын сахал-тăр.Ăна нумай пулмасть çветтуя кăларчĕç. Тата ыттисене те аса илме пулать, анчах паян сăмахăм вĕсем пирки мар. Хаçат страницинче çутатма шухăшланă сăнар ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть темелле.
Ку вăл пĕрре пăхсан çеç çапла туйăнать. Турханта çуралса ỹснĕ Г. Осипов ( сăн ỹкерчĕкре) пек çынсем çĕр çинче нумайрах пулсан çут çанталăк та хитререх, усал вăй та сахалтарах пулĕччĕ. Геннадий Георгиевича 2-3 сăмахпа кăна хаклама хушсан çапла калăттăм: чунĕпе пуян, кăмăлĕпе ырă, выльăхсене юратакан, хăйĕн ĕçне тивĕçлипе туса пыракан этем.
Ачаллах, ирпе-ирех пуринчен те маларах лаша тытма кайнă чухнех, Г. Осипов хăйĕн пурнăçне выльăхсемпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумне зоотехника вĕренме кĕнĕ. 1976 çулта Турхана, Тури Тăрмăша, Хурама Твара, Упамсана пĕрлештерсе тăракан "Россия" колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Çулталăка яхăн фуражирта тăрăшнă хыççăн ăна сысна ферми заведующийĕ пулма шаннă. Унтанпа 37 çул куç хупса тенĕ пек иртсе кайнă.
_ Выльăх патĕнче хăйĕн ĕçне юратман çынна ĕçлеме йывăр. Унччен хальхи пек сыснасен шучĕ сахал пулман. Шкул вырăнĕнче те пĕр вите пурччĕ. Çулталăкра патшалăха 100 тонна ытла какай сутнă. 1987 çулта самăртмалли сыснасене ỹт хуштарассипе тата какай туса илессипе план пачĕç. Пирĕншĕн вăл самай пысăкчĕ. Фермăра ĕçлекенсемпе пухăнса калаçрăмăр та лартнă тĕллеве пурнăçлама килĕшрĕмĕр. Плана ирттерсе те тултартăмăр. Ун чухне укçине те аванах илтĕмĕр, _ аса илет Геннадий Георгиевич утса тухнă кун-çул сукмакне тишкернĕ май. Шаннă тивĕçе ячĕшĕн кăна тума та, кам та пулин хушасса кĕтсе тăма та хăнăхман Г. Осипов. Витесене хĕле валли хатĕрлеме яланах йышпа тăрăшнă. Вутă кирлĕ _ татах пурте пĕрле вăрмана васканă. Коллектива хăйĕн хыççăн ертсе кайма пултарни унăн лайăх енĕсенчен пĕри иккенне палăртас килет. Геннадий Георгиевич тăрăшнипех ферма территорийĕ сада çаврăннă. Сысна пăхакансен кĕрсе канмалли пỹрчĕ патĕнче тахçан шурлăх пулнине халь ĕненесех те килмест. Мĕншĕн тесен кунта паян 40 тĕрлĕ ытла йывăç çитĕнет: шĕшкĕ, пан улми, хăмла çырли, хурлăхан, кăвак чăрăш, йăмра... Пурне те вĕсене сысна ферминче ĕçлекенсем лартнă. Хунавĕсене килĕсенчен, улма-çырла питомникĕнчен, вăрмантан кăларса килнĕ. Типсе каясран тĕмсене шăварнă, çум курăк алхасасран çумланă. Йывăçсем ỹссе сарăличчен пахча çимĕç те туса илнĕ. Ир пулакан, каярах пуç çавăракан купăстасем шап-шур ларнине хам та курнă. Халь вара сад çуркунне _ тутлă шăршлă чечексемпе, çулла _ çăварта ирĕлекен çырласемпе, кĕркунне пыл пек тутлă пан улмисемпе савăнтарать.
Пỹртре те яланах таса та тирпейлĕ. Йĕри-тавра чечексем ешĕреççĕ. Вĕсене те Геннадий Георгиевич сĕннипех лартнă. Йыт-качка кĕресрен тытнă карта тавра та йывăçсем çỹлелле кармашаççĕ. Чăн-чăн çут çанталăк тусĕ тесе калас килет çак хисеплĕ çын пирки.
Г. Осипов мăшăрĕпе 2 ывăл çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пĕлтĕр вара вăл тивĕçлĕ канăва кайрĕ. Апла пулин те хăнăхнă сукмаках такăрлатать, юратнă ĕçĕнчен уйрăлма васкамасть-ха.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)