09 августа 2014 г.
Çак кунсенче Турханти ветерансен çуртĕнче пулма тỹр килчĕ. Эпир çитнĕ çĕре кунта хĕрсех юсав ĕçĕсем пыратчĕç. Пĕрисем çулса хунă утта пуçтарса сарайне вырнаçтараççĕ, теприсем пурăнмалли пỹлĕмсене сăрласа тирпейлеççĕ, виççĕмĕшĕсем вара çуртăн алăкĕсене çĕннипе улăштараççĕ.
Хальлĕхе кунта тĕрлĕрен ăраскаллă ултă ватă хỹтлĕх тупнă. Ытларахăшĕ _ пĕччен юлнăскерсем. Вĕсене пилĕк социаллă работник пăхать. Л.Шурякова заведующи пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче тата 4-ăн килмелле. Çавăнпа та халĕ вĕсем валли пỹлĕмсем хатĕрлеççĕ, юсаççĕ.
Кунта ватăсене пурăнма пĕтĕм услови пур, килти евĕр хăтлă та тирпейлĕ. Çурта газпа хутса ăшăтаççĕ, сивĕпе ăшă шыв та пур. Урайне линолеум сарнă. Нумаях пулмасть районти социаллă хỹтлĕх пайĕ пулăшнипе çĕнĕ мунча лартнă, кашни вунă кунта хутаççĕ ăна. Е. Ершова повар вĕсене кунне виçĕ хут вĕри апатпа сăйлать. Ватăсем хăйсем те алă усса çеç ларасшăн мар, вăй çитнĕ таран кăштăртатса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Акă, 82 тата 72ри шурсухалсем кроликсем ĕрчетеççĕ. Вĕсем валли апатне те хăйсемех хатĕрлеççĕ. 40 сотăй лаптăкра кунти ĕçченсем çĕр улми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, сухан туса илеççĕ. Çу кунĕнче тăрăшни вĕсене шанчăклах хĕл каçма çитет.
Н. Мазякова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)