Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлнă çул çỹрев

02 августа 2014 г.

 Пирĕн çĕр-шыври университетсенчи студентсем çуллахи вăхăтра ĕçлеме е волонтер пулма урăх çĕр-шывсене кайма пуçларĕç. Паллах, ютра тĕрлĕ чĕлхепе калаçма пĕлни те, инçе çула пуçтарăнма укçи-тенки те кирлĕ.

Шупашкарти педагогика университечĕн ют чĕлхесен факультетĕнче вĕреннĕ май, манăн хамăн пĕлĕве тĕрĕслес тата аталантарас тĕллевпе питĕ ытти çĕр-шывсенче пулса курас килетчĕ. Кăçал вара шăпа пире, 14 студента, Германине çитме пỹрчĕ. Çакăнта М. Кожанова проректорăн тỹпи те пысăк. Вăл ертсе пыракан уйрăм Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ министерствин пĕр конкурсĕнче çĕнтерчĕ.

Берлин хулинчи Гумбольдт ячĕпе хисепленекен университетра эпир семинарсене хутшăнтăмăр, нимĕç студенчĕсемпе тата преподавателĕсемпе тĕл пулусем ирттертĕмĕр. О. Кириллова вĕрентекен тахçантанпах кунти аслă шкулта ăс паракансемпе тачă çыхăну тытнăран пире тарават йышăнчĕç.

Семинарсем хыççăн Германин тĕп хулипе, нимĕç халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе тĕплĕнрех паллашрăмăр. Нимĕçсем питĕ ĕçчен те сăпайлă пулни курăнчĕ. Вĕсем капăр тум-тирпе çỹремеççĕ, апат-çимĕçрен ытларах какай çиеççĕ. Чăвашсем пекех сăра туса ĕçме юратаççĕ.

Берлинта Раççей çыннисем те нумайăн пурăнаççĕ. Урампа пынă чухне темиçе хутчен те вырăсла калаçнине илтрĕмĕр.

Пире çул çỹрев питĕ кăмăла кайрĕ, нимĕç чĕлхине тата тĕплĕнрех вĕренсе Гермние татах каяс шухăш çуралчĕ.

Н. ЕФРЕМОВА. Тури Чака

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика