30 января 2013 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спорт залĕнче 1995 тата унран кĕçĕнрех çулсенче çуралнă ачасем хушшинче алă вăй виçессипе районти ăмăртусем иртрĕç. Вĕсене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 11 тĕп шкулти 66 вĕренекен, аслăрах классенчи 11 вĕренÿ учрежденийĕнчен 94 ача хутшăнчĕç. Ăмăртусене шкул спартакиадипе килĕшÿллĕн ирттерчĕç. Çĕнтерÿçĕсем район чысне республикăра хÿтĕлеме тивĕçлĕ.
Хăйсен виçе категорийĕсенче аслăраххисем хушшинче Т. Тумакова, Л. Махмутова, И. Купкянов (Шăнкăртамри 1 вăтам шкул), Д. Емельянов, Е. Алжиков, А. Мулгачев (Турхан), Э. Алеева, Р. Тазетдинов (Ыхра Çырми), Н. Елимова (Çĕньял), Р. Садыкова, Т. Бородова (Патăрьел), А. Коннов (Туçа) мала тухрĕç. Кĕçĕнреххисенчен А. Шайманова, А. Адикин, М. Шалтынов (Нăрваш Шăхаль), А. Кдрасова, А. Веревкин (Патăрьел), Л. Шарафутдинова, А. Пугачев (Хирти Пикшик), А. Заплаткина (Туçа), И. Якушева (Шăнкăртам), И. Карамаликов (Турхан) палăрчĕç.
Командăсемпе илес пулсассăн вара, çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна Шăнкăртамри пĕрремĕш, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Турханти тата Ыхра Çырминчи вăтам шкулсем тухрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен мала Нăрваш Шăхалĕнчи, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулсене çÿрекенсем йышăнчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)