23 января 2013 г.
“Пуçтарнă çĕрте мар, çÿплемен вырăнта таса”, – теççĕ халăхра. Ял тăрăхĕсен территорийĕсем хăтлă та тирпейлĕ пуласси çынсен культура шайĕнчен те нумай килет. Ялсенче пурăнакансем ăпăр-тапăра унта та кунта пăрахнăран акса-лартма юрăхлă çĕрсемех шар кураççĕ. Асăннă çитменлĕхсемпе Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем вирлĕн кĕрешеççĕ. Усси куç кĕрет. Апла пулин те вăй хумалли тата нумай-ха. Тĕрĕссипе, саккун тăрăх, çÿп-çапа ятарлă вырăна кайса тăкассине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йĕркелесе тăмалла. Сăмах май, Чăваш Республикинче санкциленĕ вырăн 34 шутланать. Вĕсене хула-район администрацийĕсем тата ытти тивĕçлĕ органсем пăхса тăраççĕ. Анчах йăлари хытă каяшсене палăртнă вырăна çитерессине пур çĕрте те тивĕçлĕ туса пыраççĕ тесе калама май çук.
Патшалăхăн çĕр надзорĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Н. Воронова каланă тăрăх, Елчĕк районĕнче тасалăх тĕлĕшпе начар мар ĕçлеççĕ. Чылай çĕрте инспекторсен хивре калаçу пуçарма сăлтав тупăнсах тăрать. Хăш-пĕр чухне пĕр çĕрех темиçе хут та çитме тивет. Патăрьел районĕнчи Турхан ял тăрăхĕн çулне те вĕсем лайăх пĕлекен пулчĕç.
2012 çул пуçламăшĕнче управленинче тăрăшакансем Турхан ялĕнчен инçех мар ăпăр-тапăр купине асăрханă. 0,53 гектар йышăнаканскерте мĕн кăна йăваланса выртман пуль! Санкцилемен çÿп-çап лаптăкне пуçтарма хушса икĕ хутчен предписани парсан та “лав” вырăнтан хускалман. Пĕрремĕш хутĕнче тасамарлăха тирпейлеме майăн 25-мĕшĕччен вăхăт панă. Шел, асăрхаттарăва пурнăçламан. Çакăншăн Патăрьел район миравай сучĕ юридици вăйĕнчи çынна 10 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Пусă çаврăнăшĕнчи çĕре кирлĕ мар япаласенчен пуçтарма тата 5 уйăх парсан та лару-тăру улшăнман. Каллех административлă майпа айăплама тивнĕ.
2012 çулта асăннă пай специалисчĕсем ял тăрăхĕсем тĕлĕшпе 72 тĕрĕслев йĕркеленĕ. 116,1 пин гектара пăхса тухнă май саккуна пăснă 29 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Инспекторсен асăрхаттарăвĕсене шута илсе çÿп-çап тăкнă 27 вырăна тасатнă.
Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: йăлари хытă каяшсене кăларса тăкнă санкцилемен вырăнсем асăннинчен темиçе хут нумайрах. Кăçал та тĕрĕслевсем ирттерме палăртнă. Кирлĕ мар япаласем пухăнса тăракан вырăнсемшĕн пите хĕретес марччĕ. Хитре те капăр çуртлă ялсем тавра вара тырă уйĕсем ешерччĕр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)