Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САККУН ПРОЕКТНЕ СỹТСЕ ЯВАТПĂР

30 июля 2014 г.

 Хальхи вăхăтра республикăра та, Раççейĕн ытти кĕтесĕсенче те федерацин 136 ФЗ номерлĕ сакккунне анлă тишкереççĕ. Ку ĕç пирĕн районта та пырать. ЧР Юстици министерстви "Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне хатĕрленĕ, ăна обществăра сỹтсе явма тăратнă.

Çак саккун тата проект пирки районти хăш-пĕр ял тăрăх пуçлăхĕсемпе çыхăнтăмăр Николай Перепелкин, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ:

_ Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли мелсене регионсене хăйсене суйламашкăн ирĕк пани _ ырă пулăм. 2015 çултан пуçласа ял тăрăхĕсем вырăнти пĕлтерĕшлĕ 13 ыйтăва тытса пыма тивĕç. Хальхи вăхăтра пирĕн 39 полномочи, анчах вĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтермеççĕ, çавăнпа та пурне те пурнăçа кĕртме те май килмест. Унсăр пуçне тепĕр самант та пур. Тĕрĕслекен органсем ял тăрăхĕсене килеççĕ те устава пăхаççĕ, пĕр-пĕр ĕçшĕн эпир айăплă-и е çук-и _ çав-çавах саккунпа килĕшỹллĕн тесе штраф тỹлеттереççĕ. Ун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та час-часах пулаççĕ.

Пуçлăхсене уйăрса лартасси пирки илес пулсан, ман шутпа, тỹрĕ суйлавсем ирттерни вырăнлăрах. Халăхпа ĕçлекен çынна халăхах суйласа илмелле.

Александр Сымов, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ:

_ Федераци саккунне халăхпа сỹтсе явни питĕ лайăх, мĕншĕн тесен уйрăм çынсем те вырăнлă та тĕрĕс шухăшсем калаççĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсене малашне вырăнти депутатсем хăйсен йышĕнчен суйлĕç. Çак шухăша ырлатăп. Ку тĕлĕшпе эпĕ вăхăтĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ умĕнче "присяга" йышăннă тесен те юрать. 2001 çулта пирĕн тăрăхран ял пуçлăхĕ пулас текенсем 14 кандидат та пулнă. Ăнăçу вара маншăн йăл кулчĕ темелле. Ун хыççăн тепĕр суйлавра халăх суйлакан меслете те тутанса пăхма тиврĕ. Вăл та йĕркеллех пулса тухрĕ. Ял çыннисем иккĕмĕш созыв хăйсен пуçлăхĕ пулма шанчĕç. Çак лава туртма пикенни вун тăватă çул та çитет ĕнтĕ. Çавăнпа та вырăнсенче кăлавана ял тăрăх депутачĕ пулнă çынсенчен суйласа илмеллине те ырлатăп. Ун чухне "халăх тарçисен" статусĕ те ỹсĕ.

Район шайĕнче вара пĕр хуçа пулмалла текен шухăш çинче чарăнса тăратăп. Пĕр йăвара нихăçан та икĕ кайăк чĕп кăлараймасть. Паллах, вăл халăх шанса суйланă çын пулмалла.

А. ЕГОРОВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика