30 июля 2014 г.
Турханти "Хастар" хуçалăхăн сысна фермине хăть хăçан кайсан та кĕрсе тухма кăмăллă. Витесем кивĕ пулсан та вĕсенче таса, тирпейлĕ. Пĕчĕк йышпах выльăхсене пăхма та, хĕле хатĕрленме те ĕлкĕреççĕ.
Хуçалăхра унччен 800-900 сысна пулнă. Анчах какай хакĕ йỹнелнĕрен, çавна май тупăшран ытларах тăкакĕ пысăкран йыша чылай пĕчĕклетме тивнĕ. Халь кунта 109 пуç кăна тăрса юлнă. Унтан тĕп ама _ 9, тĕрĕслемелли те 9. Вĕсене йăхтарма 2 аçа пур. Пĕр ама вăтамран 10-12 çура çăвăрланă.
_ Çурасене ял халăхне тата кооперативра ĕçлекенсене сутнă. Хĕллене валли йыша ỹстересшĕн _ 300 пуçа çитересшĕн. Апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Ферма çывăхнех утă турттарса хунă. Пусыпка та аванах пур. Сыснасем вар-хырăм чирĕпе аптăрасран сиплĕ шĕвексем туса ĕçтерме курăксем пуçтарса типĕтнĕ, _ тет фермăна 37 çул ертсе пыракан Г. Осипов.
Выльăхсене пăхакансем чăннипех те хăйсен профессине чунтан парăннă çынсем. Вĕсем кам та пулин каласса е хушасса кĕтсе тăмаççĕ, эртелпе канашлаççĕ те ĕçе пикенеççĕ. Нумай пулмасть пурте пĕрле çурасем патĕнчи уйрăма ăшăтма вăрмана кайса вутă янтăланă. Халь урайĕнчи çĕрнĕ вырăнсене улăштарма хăмасем çурма хатĕрлеççĕ. Сивĕ кунсене кĕтсе илме транспортерсене тата шыв башнине юсама пикеннĕ. И. Тигешкин скотникпа А. Алексеев слесарь кунта тăрăшаççĕ. Иккĕшĕ те фермăра чылай çул вăй хураççĕ. И. Кошкин тĕп зоотехника та çакăнтах курма пулать. Вăл та пĕр ĕçрен те пăрăнмасть. Ар- çынсем тулта тар тăкнă чухне В. Кошкина сысна пăхакан витери чỹречесене тасатать, эрешмен картисене шăлать.
Ытти ял хуçалăх предприятийĕсенчи пекех, кунта та йывăрлăхĕсем çителĕклех. Ура çинче çирĕп тăраканнисеннипе танлаштарсан, ытларах та. Апла пулин те Турхансем пуçа усмаççĕ, шав малалла ăнтăлаççĕ. Хуçалăх ĕнесем усранă чухне çурасене валли сĕт çителĕклех пулнă-ха, анчах юлашки çулсенче пысăк выльăхсене пĕтернĕ. Çавна май амăшĕнчен уйăрнă çурасем шурă шĕвексĕр тăрса юлнă. Фермăра тăрăшакансем ку ыйтăва та хăйсемех татнă: кашнийĕ килĕнчен илсе килме пикеннĕ. Уншăн вĕсене "Хастар" предприяти тырă, утă-улăм парать. Выльăхсем ан чирлеччĕр тесе профилактика мероприятийĕсене те вăхăтра пурнăçлаççĕ. Турханти ветеринари участокĕнче ĕçлекен С. Пятаков фермăна час-часах килсе çỹрет. Çавăн пекех минераллă хутăшсене те сыснасен умĕнчен татмаççĕ.
Турхансенчен тĕслĕх илмелли те пур. Г. Осипов ертсе пынипе выльăх пăхакансем хăйсен кĕрсе канмалли пỹрчĕ тавра сад ĕрчетнĕ. Территори айккипе те йăмрсем çитĕнеççĕ. Çум курăка та алхасма памаççĕ: çулсах тăраççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)