Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлисене _ медальсем

19 июля 2014 г.

 Çак кунсенче Турханти психоневрологи интернатĕнче пушара хирĕç кĕрешкен служба работникĕсемпе тĕл пулу иртнĕ. "01" служба ĕçченĕсемпе малтанах Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ В. Тямин районти оперативлă лару-тăру, сотрудниксен тивĕçĕ, пушар хуралĕн историйĕ пирки чарăнса тăнă. 2007 çултанпа Турханти психоневрологи интернатĕнче те пушар чаçĕн уйрăм постне туса хунă. Ку таранччен вăл ăнăçлă та кăтартуллă ĕçлесе пырать. Улттăн вăй хураççĕ унта. Инкек пулнă вырăна васкавлă тухса кайма мĕн пур услови çителĕклĕ.

Нумай пулмасть районти пушар службин уйрăмĕн отряд начальникĕ А. Силюков пушар хăрушсăрлăхне пăхăнас ĕçре пысăк витĕм кỹнĕшĕн, граждансем хушшинче пропаганда ĕçне тивĕçлĕ туса пынăшăн интернат директорне А. Бабаева, хуçалăх енĕпе ĕçлекен начальникне Г. Салмина, ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăх инспекторне Л. Сердюкова (ỹкерчĕкре) "Пушар хуралне _ 365 çул" медальпе наградăланă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика