19 июля 2014 г.
Пĕтĕм тĕнчери Кокель ячĕллĕ саккăрмĕш пленэр Патăрьел районĕнчи Турханта халь çеç ĕçлеме пуçланă пекчĕ, паян акă пысăк куравпа хупăнĕ те.
Çак тапхăрта Раççей ÿнер академийĕпе Украина Наци художникĕсен союзĕн, Патăрьел район администрацийĕн, Турхан ял тăрăхĕн, ЧР Художниксен союзĕн хÿттипе иртекен пленэрта Раççейрен тата Украинăран 70 ытла художник пулнă, вĕсем 700 ытла этюд, картина çырнă. Темиçе çул çак ĕçе йĕркелеме И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ хутшăннă, художниксем валли лайăх условисем туса панă. Унта кун çути курнă картинăсем валли 2009 çулта университетра А.А.Кокель ячĕллĕ Ÿнер музейĕ уçнă. Шăпах çавăнта тĕл пулнă та Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Владимир Путин 2010 çулта Чăваш Енри студентсемпе. Турханта çуралнă картинăсен пĕр пайĕ Раççейри, Украинăри, АПШри, Германири, Францири, Италири, Китайри музейсемпе уйрăм çынсен коллекцийĕсене илем кÿрет.
Камсем тата ăçтан килсе çитнĕ-ха кăçал Юхмапа Пăла тăрăхне? Украина Наци художниксен союзĕн членĕсем Юлия Пастуховăпа /Харьков/, Мария Малинина /Крым/ живописецсем, Удмурт халăх художникĕ Александр Ложкин, Хусантан - Раççей Художниксен союзĕн членĕсем Елена Баймяшкина тата Юрий Капитонов, Пензăран - Раççей Художниксен союзĕн членĕсем Еленăпа Андрей Вилковсем, Чăваш Енрен - Раççей Художниксен союзĕн членĕсем Константин Долгашев тата Ольга Леонтьева живописецсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки Карина Родионова.
Пĕлтĕр те, виçĕм çул та, тата маларах та, пленэр ĕçленĕ вăхăтра Турхана çитсе килнĕччĕ. Çавăнпа малтан курнăçнă художниксемпе тепĕр хут тĕл пулма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Сăмахăм Елена Баймяшкина тата Юрий Капитонов пирки. Пĕр вырăна темиçе хут килни, пĕр япаланах ÿкерме тивни кичем мар-ши? Çакăн пирки художниксем хăйсем мĕн шухăшлаççĕ-ха?
Юрий Капитонов:
- Çак хутлăх - манăн юратнă вырăн. Эпĕ кÿршĕ ялта - Анат Тăрмăшра çуралса ÿснĕ, Турхан вăтам шкулне пĕтернĕ. Ÿнер енĕпе пĕрремĕш пĕлÿ панă вĕрентÿçĕ те кунтанах. Вăл - Валентин Сергеев.
Эпĕ - ирĕклĕ художник. Хула пейзажĕсене, историпе çыхăннă çуртсене, килти хуçалăхри чĕр чунсене ÿкерме кăмăллатăп. Художник нумай, çавна май конкуренци те пысăк. Пленэр пире малалла ăнтăлма пулăшать. Чăваш ялне сăнама юрататăп. Пĕр япала патне тепре таврăнни пĕрре те кичем мар. Кашни самантра çын туйăмĕ улшăнса тăрать-çке, вăл е ку япалана тĕрлĕ вăхăтра расна йышăнатăн, çавăнпа ĕçсем те улшăнса, çĕнĕ тĕспе пиçсе тухаççĕ.
Пашьел енне кайса килтĕм, унти хыр вăрманне ÿкертĕм. Аваллăхпа çыхăннă тема та канăç памасть. Ĕçлемелли, тĕв туса хунă ыйту питĕ нумай. Вĕсене тепĕр пленэрта та пурнăçа кĕртсе пĕтереймĕн.
Елена Баймяшкина:
- Виççĕмĕш хут килнĕ эпĕ Кокель пленэрне. Хусанти экономикăпа право институчĕн дизайн кафедринче ĕçлетĕп. Вĕренÿ çулĕ вĕçленессе, пленэр пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Мĕн илĕртет-ха Турхан хутлăхĕнче? Кунти çут çанталăк вăйĕ, кăмăллă лару-тăру, çынсен сăпайлăхĕ, тараватлăхĕ.
Тĕрлĕ регионти ĕçтешсем, пĕр шухăшлă çынсем пуçтарăнаççĕ пленэра. Харьков шкулĕн, ытти регион художникĕсен пултарулăхĕпе, опычĕпе паллашма яланах хавас. Кунта командăпа, ушкăнпа ĕçлени пĕрлĕх туйăмне вăйлатать. Çакăн пек тĕл пулусем пире малалла ÿсме, аталанма пулăшаççĕ.
Натурăпа ĕçлесси - художникăн чи пысăк ĕмĕчĕ. Эпир пурте тенĕ пекех вырăнти шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ружена Родионовăна ÿкертĕмĕр. Кашнийĕн тĕрлĕ пулса тухрĕ. Çапла пулмалла та. Никам та пĕр-пĕрне хистемест, тиркемест.
Карина Родионова:
- Ружена Владимировна - манăн анне. Эпĕ те ÿкертĕм ăна. Çăмăлах пулмарĕ, çапах та Юрий Капитонов тата Турханти пĕрремĕш вĕрентÿçĕ Валентин Сергеев хавхалантарса, пулăшса тăчĕç.
Пĕчĕкрен ÿкерме юратнăскер пленэрпа питĕ кăсăкланнă, хăнасене кĕтсе илме хутшăннă. Мана кашнинчех украинла: «Алексей Кокель çĕр-шывĕнче пурсăра та курма хавас, Украинăпа Чăваш Ен яланах туслă пурăнччăр», - тесе калаттаратчĕç. Халĕ акă хам та унта хутшăнма пуçларăм. Университетри дизайн факультечĕн пĕрремĕш курсне пĕтертĕм. Чăн-чăн ÿнерçĕ пулас тесен вĕренмелле те вĕренмелле-ха.
Мария Малинина:
- Эпĕ Турханта пĕлтĕр те пулнă. Кичем тетĕр-и? Пачах çук. Мана чăваш теми питĕ кăсăклантарса ячĕ. Иртнĕ çул «Чăваш ялĕнчи тĕл пулу» пысăк ĕçĕн этюдне пурнăçланăччĕ. Тăван тăрăхра унпа малалла ĕçлерĕм. Картинăна йĕркене кĕртрĕм темелле, каялла илсе килтĕм, ăна Чăваш Ене парнелесшĕн.
Кăçал пурнăçлакан пысăк ĕç «Турхан урамĕ» ятлă. Алексей Кокелĕн те шăпах çакăн пек ятлă ĕç пур. Ăна 110 çул каялла ÿкернĕ. Эпĕ хальлĕхе çав ĕçе курман-ха, Шупашкарта, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче, упранать терĕç. Кăсăклă танлаштару пулĕччĕ. Мана кунта ĕçлеме питĕ килĕшет: çут çанталăк та, çынсем те пач урăх. Халăх тумĕ хăйне евĕрлĕ. Çав самантсене шута илме тăрăшатăп.
Юлия Пастухова:
- Эпĕ Чугуев хулинчен. Унта паллă ÿнерçĕ Илья Репин çуралнă. Илья Ефимович вара Кокелĕн вĕрентекенĕ пулнă. Репин çуралнăранпа кăçал 170 çул çитет.
Чăваш çĕрĕ юмахри пекех: йывăçсем нумай, тÿпе çÿллĕ, таса. Кунта пуçласа йывăçран тунă авалхи çуртсене куртăм. Пирĕн тăрăхри ялсенче çуртсене тăмран ăсталанă. Эпĕ те «Турхан урамне» ÿкеретĕп. Ăçтан пуçлас, ăçта вырнаçас тесе шухăшларăм пĕр кана. Хам сисмесĕрех Кокельсен çурчĕ тăнă вырăна суйласа илтĕм. Халĕ сăрă ăсти хыçран сăнаса тăнăн туйăнать. Вырăнти архитектура, йăла-йĕрке, халăхăн хăй евĕрлĕхĕ - ÿнерçе шăпах çакă кăсăклантарать. Ман шухăшăмпа, Раççейĕн «кăвапи» шăпах çак вырăнта.
Александр Ложкин:
- Чăваш Енре пĕрремĕш хут мар, «Пысăк Атăлăн» Шупашкарта иртнĕ кашни куравне хутшăннă. Эпĕ 77 çулта, Шупашкарта туссем пур. Вĕсем - Николай Карачарсков, Ревель Федоров, ыттисем те.
Пленэр - йĕркелÿ енĕпе чылай уйрăлса тăрать. Кунта мĕн кирлипе пĕтĕмпех тивĕçтернĕ: ĕçле кăна. Столовăйĕнче ресторанри пек çитереççĕ. Сăмахăм апат-çимĕç пуянлăхĕ пирки мар, ăна илемлетес тĕлĕшĕпе ĕçлекенсем çинчен. Кунта та ÿнерçĕ чунлă поварсем пур.
Чăваш Енре çеçен хир пысăк лаптăк йышăнать, Удмурт Республикинче - сăртлă-туллă вырăнсем, 40 метртан та вăрăм чăрăшсемпе хырсем кашласа лараççĕ.
Тата акă мĕн тĕлĕнтерчĕ: сирĕн художниксем икĕ союзра тăраççĕ иккен, çыравçăсен пĕрлĕхĕсем тата та ытларах терĕç. Пирĕн профессионал художниксем сирĕнни пек йышлă мар çав, пурĕ те 90 яхăн çеç.
Çивĕч ыйтусем вара пĕр евĕрлех: пединститутра ÿнерпе графика факультетне пĕтерчĕç, искусство институчĕ йĕркелесе ячĕç. Унта вара рисовани учителĕсене хатĕрлемеççĕ. Кунашкал пленэрсем ирттермеççĕ, сăлтавне укçа-тенкĕ çуккипе çыхăнтараççĕ. Уй-хирсем çум курăкĕпе, кирлĕ-кирлĕ марпа тулса ларни, ем-ешĕл курăка çулас текенсем çукки те чуна ыраттарать. Тепĕр чухне тарăхнипе çапла та шухăшлатăп: эпĕ мĕншĕн выльăх мар-ши, халăх усă курман курăкпах тăраннă пулăттăм.
Пушкинпа çыхăннă хутлăхсене ÿкерме кăмăллатăп, Болдинăри кĕркуннене чăтăмсăррăн кĕтетĕп.
Ÿнерçĕсем столовăй ĕçченĕсен ячĕпе тав сăмахĕсем калани пирки пленэр координаторĕ Владимир Васильев акă мĕн хушса хучĕ:
- Шкул столовăйĕнчи Галина Петрова, Валентина Фомина тата Альбина Карлинова поварсем чунне парса ĕçлеççĕ. Галина Васильевна, сăмахран, хăй вăхăтĕнче Шупашкарти пĕр ресторанра вăй хунă, Турхан каччипе пĕрлешсен яла таврăннă. Çавăнтанпа шкул столовăйĕнче ĕнтĕ вăл.
Художниксем шкулта тĕпленнĕ май вĕсем валли тутлă апат хатĕрлессине хăйсен тĕп тивĕçĕ тесе йышăнаççĕ.
Надежда СМИРНОВА.
Источник: "Хыпар"