Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елена Дмитриевна Сымова пултарулăхĕ

09 июля 2014 г.

Сымова (Юманова) Елена Дмитриевна 1954 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Упамса ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă, ачалăхпа яшлăх кунĕсем те кунтах иртнĕ. Упамсари сакăр çул вĕренмелли шкулта вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пĕлĕвне малалла ỹстерме Канашри педагогика училищине çул тытнă, унтан 1974 çулта вĕренсе тухнă хыççăн пуçламăш класра вĕрентекен учитель пулса тăнă; педагогика ĕçне 1974 çулта Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнчи тулли мар вăтам шкулта пуçланă. 1976-мĕш çултанпа вара хăйĕн ĕç-хĕлне тăван Упамса ялĕнчи шкулпа çыхăнтарнă, пуçламăш класра ачасене нумай çул пĕлỹ парас ĕçре ырми-канми вăй хунă. Елена Дмитриевнăн педагогика стажĕ _ 40 çул.

Шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа туса пынăшăн учительница ĕçне пысăк хак панă, Патăрьел район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн, Патăрьел район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе палăртнă, 1992 çулта _ Чăваш Республикин вĕрентỹ министерствин, 2009 çулта _ Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерствин Хисеп хучĕсене тивĕçлĕ пулнă Елена Дмитриевна, вăл "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçнĕ. Елена Дмитриевна хăйĕн мăшăрĕпе пĕрле _ Дмитрий Андреевичпа _ икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Тивĕçлĕ пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине тăратнă, халĕ ĕнтĕ вĕсене мăнукĕсем савăнтараççĕ. Шкулта ĕçленĕ май, учительница ял пурнăçне активлă хутшăнать, ял халăхĕпе иртекен пĕр мероприяти те унсăрăн иртмест. Елена Дмитриевна _ купăсçă та, ялти активистсене хăй тавра пуçтарса ял халăхне çеç мар, юнашар ялсенче пурăнакансене те илемлĕ юрă-ташăпа, хăйсем лартнă спектакльсемпе савăнтараçĕ. Пушă вăхăтра вара Елена Дмитриевна чунтан тухакан сăмахсенчен йĕркелесе сăвăсем шăрçалать, вĕсем тăтăшах районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра кун çути кураççĕ.

А. Сымов, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ.

Мир пултăрччĕ ялан

Ачалăхăм пултăрччĕ тулăх,

Хавассăн янратăр мăн улăх,

Кашлатăр хирте сарă тулă,

Тỹпе яланах таса пултăр,

Çуталтăр питре йăлтăр кулă.

Унта сар хĕвелĕ çуталтăр,

Пур халăх та пултăрччĕ туслă

Мир пулĕ ун чух çĕр çинче.

 

Питрав _ Упамса уявĕ

Упамсан уяв паян,

Хăнасемпе вăл пуян:

Килнĕ ун ентешĕсем

Çывăхран та аякран.

Ял уявĕ _ чи кĕтни,

Пур тăваншăн та хакли:

Пухăнсан Чаканлăна

_ Пулăн эс чаплă хăна.

Кунта туссене куран,

Чунна ирĕке яран.

Саншăн ку сиплĕ эмел

_ Ун пекки сахал-çке, шел.

Савăн тусăм, ан вăтан,

Кулленхи ĕçрен кăшт кан.

Уяв кунне ăсатсан

Хĕрỹ ĕç пуçланĕ сан.

 

Тăванăмăрсене

Тăтăшах аса илетпĕр

Пĕрле ỹснĕ туссене,

Çапах "чи пахи" теетпĕр

Чун панă тăван киле.

Пăлхануллă та асамлă

Янăрать чăваш юрри:

"...çиччĕн ỹссе пĕр килте

Мĕншĕн уйрăлмалла-ши?"

Асăмрах аннен пилли:

"Çапла пурнăçăн йĕрки

_ Кайăка _ çунат вĕçме,

Çынна _ мăшăр ĕмĕре".

Шухăшпа ялан пĕрле

Çиччĕн пĕр тăван килте.

Пурнăçра _ кашнин çемье,

Вăхăт çук час-час килме.

Пур шанчăкăм чĕрере

_ Кĕçĕн шăллăм тĕп килте.

Ырлăх пултăр ĕмĕре,

Кил-çурта тыт хисепре.

Пул эс çирĕп кăмăлли,

Сывлăхпа та тĕрекли.

Пур ĕçре те вашават.

Тăвансене тарават.

Мăшăр пултăр юнашар,

Ỹсчĕр ачасем патвар.

Çуртăн çичĕ чỹречи

Ан сỹнтĕрччĕ нихăçан.

Ывăлсем _ пирĕн пуласлăх

Ывăлсем _ пирĕн пуласлăх,

Ăрусен хуçи,

_ Аталанччăр савăнмалăх,

Ỹсĕмлентĕрччĕ хастарлăх

Çемье тыткăчин.

Тикĕс пултăрччĕ пĕр май

Пурнăç урапи...

Çилĕ вĕртĕр çула май.

Çумри мăшăр хăвна май

Пултăр тивĕçли.

Сирĕн ĕмĕр пултăр вăрăм,

Ирттĕр хурланми.

Ырă пултăр кăмăл-туйăм,

Атте-анне пилĕ-мулĕ

Ĕмĕр манăçми.

Çирĕплентĕрччĕ тăванлăх,

Тус-йышра та килĕшỹ,

Ачăрсем те _ çут пуласлăх,

Пурăнччăр пĕрле тату.

Хуçалантăр чăн тăванлăх,

Кирлĕ чухне _ пулăшу.

Шухăшăм Улăх тăрăх утрăм,

Шухăша хам путрăм

_ Мĕнлерех хитре çаран

Тĕрлĕ чечексем пуртан.

Çак чипер чечексене

Пĕр ытама пухăттăм,

Парнелесе туссене,

Ырă туйăм сунăттăм.

Çак илем самантлăха

_ Тăсма çук шеп вăхăта.

Кулянмашкăн кирлĕ мар

_ Çак вăхăтпа савăнар.

Чечек типсе тăкăнать

_ Ырă вăрлăх акăнать.

Çамрăклăхăм ватăлать,

Анчах пурнăç тăсăлать.

Хурланмастăп пĕрре те:

Ывăлсем пур, хĕрĕм те

_ Чечексем пек çитĕнччĕр,

Ырă вăрлăх хăварччăр.

Анне Ман анне илемлĕ

_ Хĕвел шевлиех.

Пурнăçăм телейлĕ Аннем çумĕнчех.

Пул, аннеçĕм, сывă,

Пурнăçра пуян.

Ачусен çул-йĕрĕ

Ăнăçтăр ялан.

Сывă пул, тăван шкул!

Самант пăлхавлă _ саншăн, маншăн:

Юлашки хут шăнкрав пани.

Чи-чи пĕрремĕш кун асрах-çке

Хавасланса шкула чупни.

Ун чух шкул çулĕ вăрăм пекчĕ,

Нихçан вĕçленмĕн туйăнать.

Сисмесĕр вун пĕр çул иртейрĕ

Ак çитрĕ уйрăлма самант.

Паянхи кун ачалăх вĕçĕ...

Пĕлỹ тĕнчийĕн уççине:

Вĕрентекен кашни сăмахĕ

Чĕнет малашлăх уçлăхне.

Хаваслăхпа ăш-пил тулатчĕ,

Сăнра хĕвел шевли куран.

Эс ăс парса ỹстернĕ паттăр

Хăпарчĕ министр таран.

Сире курсах чун ăмсанатчĕ

Çитмест сăмах ĕçне виçме:

Тен, çавăнпах манра çуралчĕ

Çут ĕмĕт _ ĕмĕр вĕрентме.

Çаплах халь эп те тăрăшатăп

Тăван шкулта, ял умĕнче...

Тен, ĕçĕмпе ыр йĕр хăварăп

Ачаш ачалăх чĕринче.

Шансах тăратăп _ аса илĕр

Пĕрремĕш вĕрентекене:

Чунпа-халпа вăл сирĕнпех-тĕр,

Ан ман телей пиллекене.

Кĕр парни Пухса кĕтĕмĕр паян

Пахчаран Тĕрлĕ тутлă çимĕçсем

Мăй таран. Кишĕр, çарăк, мăн хăяр,

Купăста, сухан

_ Ăнса пулнă _ сахал мар,

Тутан, ан вăтан.

 

Çырлара

Çырла пиçнĕ вăхăта

Эп саватăп ачаран.

Тен, вăл çывăх чунăма

Хам çулла çуралнăран.

Хĕрлĕ хурăн çырлине

Хĕвелпеле пиçнине

Юрататăп тутлăран,

Пуçтаратăп кăмăлтан.

Çак çырла _ чи усăлли,

Шăршипе чăн асамли;

Кăтăклать вăл сăмсана,

Тыткăнлать веçех мана.

Чăтăмлăн пĕрчĕн пухса

Тултаратăп савăта

Савнă мăнуксем валли

Пулĕ вăл чи сăвапли!

 

Кăмпана

Çумăр хыççăн ирпеле

Кайăпăр, туссем, пĕрле

Ял çумĕнчи вăрмана У

çăлмалла _ кăмпана!

Ак, çывăхрах _ хурăнлăх:

Унта _ шурă кăрăçлăх.

Унтах тупан ыттине

_ Кăтра хурăн кăмпине.

Ак çывăхрах _ тунката

Йăлт сырăннă кăмпапа!

Ан ỹркен, татсам кăна,

Ялан тупаймăн ăна.

Кăмпаç пулма хĕнтерех,

Пурте пултараймаççех.

Тăтăшах чупсан кăна

Вăхăт тупса вăрмана.

Тулли савăтсемпеле

Пуçтарăнар килелле:

Тавтапуç, вăрман, сана

_ Пушă ямарăн мана.

 

Çĕнтерĕве _ 65 çул

Питех пысăк мар

Упамса ялĕ

_ Ретĕн-ретĕн пилĕк кас куран.

Шутласа пăхатăп та, ак,

халĕ 73-ĕн килеймен çав вăрçăран.

Çухатусăр юлнă кил çуках-тăр,

Хурлăх тĕкĕнмесĕр хăварман:

Таврăнман Козловсен тăват паттăр,

Вавиловсен виççĕн таврăнман.

Пысăк ратнесемччĕ,

Сыммасемччĕ,

Авалтан çак пĕчĕк ялăмра.

Чи пысăк тỹпи те вĕсенехчĕ,

Тăххăрăн пуç хунă вăрçăра...

Çывăх тусчĕ _ Кашкăр Элекçийĕ,

Пĕр самант вăл ĕçсĕр пурăнман.

Хурлăхлă ларать халь вĕсен килĕ,

Пушанса арçынсăр юлнăран.

Тилмĕретчĕ Хĕветут Михаçă:

"Пулăшсам, эс, Турă, ывăла.

Пĕртен-пĕр пепки те таврăнмарĕ,

Петĕр пуçне хучĕ вăрçăра.

65 çул çунать кăвайчĕ!

65 çул хĕвел кулать!

Этемлĕх пĕр шухăшлă çеç пултăр,

Пурнăç аталанса пытăр кал-кал.

Иртеççĕ çулсем...

Ĕнер çеç çарран чупса

Эп çỹреттĕм çуйхашса,

Анчах сисĕмсĕр шуса

Çулсем иртрĕç васкаса.

Шел, ачалăх çулĕсем

Иртрĕç çиçĕмлĕ вĕсем.

Шухăшпа çеç каялла

Таврăнатăп яшлăха.

Çеçпĕлле ачалăх та,

Шухă çамрăклăхăм та

Таврăнаймĕ каялла

Çитсе тăтăм утмăла.

Тепĕр чĕрĕк ĕмĕре

Ирттересчĕ хисепре,

Хисепре те хỹтлĕхре,

Ан хавшатăрччĕ чĕре.

Çынлăх, чыслăх _ пĕр тĕнче

Юлтăрччĕ мăнуксенче.

Çак тĕнчерен уйрăлсан

Ỹкĕнмелли пулмĕ сан.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика