07 июня 2014 г.
ХĔРАРĂМА эпир чылай йывăр ĕçре курма хăнăхнă. Вăл уй-хирте те тар тăкать, стройкăра та вăй хурать... Кирлĕ пулсан, тĕнче уçлăхне те çĕкленет... Çак кунсенче Турханти тухтăр амбулаторийĕнче йĕркеленĕ донор кунĕнче те ача амăшĕсем хăйсен ирĕкĕпе пархатарлă ĕç тума чăн малтан васканă. 89 хастар хушшинче 78шĕ шăпах хĕрарăмсем.
Сăмах май каласан, яланхиллех ыр кăмăллăхпа çыхăннă акцире Турханти психоневрологи интерначĕн коллективĕ, вĕрентекенсем, медиксем ырă тĕслĕх кăтартнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)