21 мая 2014 г.
Турхан çывăхĕнчи Кив çурт уçланкăра шкул ачисем хушшинче районти йăлана кĕнĕ "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем иртрĕç.
Пыллăхри палаткăсен пĕчĕк "хули" илĕртỹллĕ. Унта çамрăк армеецсен чылай тĕрĕслеве лекме тивет. Çав вăхăтрах яшлăха нумайлăха асра тытма май паракан тĕл пулусем те пулаççĕ кунта. Çитĕнекен ăру пĕр-пĕринпе паллашать, çĕнĕ юлташсем тупать... Çавăнпа та вăйăсене ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, çĕнтерес шанчăкпа кашни конкурса кăмăлтан хутшăнаççĕ. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла: Патăрьелĕнчи пĕрремĕшпе иккĕмĕш вăтам шкулсен, ял хуçалăх техникумĕн командисем республикăри финалти ăмăртусене хутшăнса иртнĕ çул призерсен шутне кĕнĕччĕ: иккĕмĕш вăтам шкулсем "Зарница" ушкăнра пĕрремĕш, "Орленок" ушкăнра пĕрремĕш вăтам шкулти çамрăк юнармеецсем, професси училищисем хушшинче каччăсемпе хĕрсем иккĕмĕш вырăнсене йышăннăччĕ. Иккĕмĕш вăтам шкул команди кайран республика чысне хỹтĕлеме тивĕç пулчĕ.
Пĕрремĕш кун 300 ытла каччăпа хĕр уçланкăра вырнаçса унăн илемĕпе киленчĕ. Тепĕр кунĕнче вара çăмăл атлетика чупăвĕсем иртрĕç. "Орленоксенчен" унта пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕшне _ иккĕмĕш, виççĕмĕшне Туçари вăтам шкулсен командисем йышăнчĕç. "Зарница" ушкăнĕсенчен Первомайскинчи, Аслă Чементи, Патăрьелĕнчи пĕр-ремĕш вăтам шкулсен ушкăнĕсем палăрчĕç.
Алла-аллăн çапăçма "Орленоксене" çеç явăçтарчĕç. Кунта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Туçари вăтам шкулсен командисем ăсталăх кăтартрĕç. Культура енĕпе ирттернĕ ăсталăх конкурсне каллех кĕçĕнреххисене çеç хутшăнтарчĕç. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам, Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулсен командисем малти вырăнсене йышăнчĕç.
"Зарница" тата "Орленок" финалти вăйăсене майăн 15-мĕшĕнче чыслă лару-тăрура уçрĕç. Çав ятпа унта хутшăнакансене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ В. Осипов, çар уйрăм начальникĕ П. Васюков, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А. Сымов, шкул ертỹçисем саламларĕç. Николай Иванович малтанхи çар хăнăхăвĕсене шăпах çакăнта илме май пулнине те палăртрĕ.
Тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç пулас салтаксене конкурссенче: теори пĕлĕвне, çул-йĕр правилисене, пушар хăрушсăрлăхне... Вăйăсене тăваттăмĕш кун, майăн 17-мĕшĕнче пĕтĕм-летрĕç. "Орленоксем" хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Туçари вăтам шкулсен командисем çĕнтерчĕç.
"Зарницăра" вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Первомайскинчи, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсен командисем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Мала тухнисем хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçрĕç.
Çĕнтерỹçĕсен район чысне республикăри вăйăсенче хỹтĕлеме тивет.
Сăмах май çакна та палăртма кăмăллă: республика шайĕнчи "Орленокпа" "Зарница" шăпах пирĕн районта "Хĕвеллĕ" уçланкăра июнĕн 25-29-мĕшĕсенче иртет. Кăçалхипе вăл пирĕн патăрта иккĕмĕш хут пулать. Мала тухнисене унта хутшăнса çитĕнỹсем тума сунатпăр.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)