Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтпе пурăнакан халсăр мар

21 мая 2014 г.

 Ясная Поляна поселокра калем ĕçĕпе юлашки хут пулни виçĕ çул та иртрĕ. Хальхаççăн унта тепĕр хут çитсе килме май пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, Апрушнайсем унчченхиллех мал ĕмĕтпе пурăннине асăрхарăм. 25 хуçалăхлă ялта вун çичĕ çемье хĕл каçнă.

Пирĕн районта 56 ялтан кашнин патнех асфальтлă çул выртать. Ку тĕлĕшпе Апрушнайсем те 2008 çултах çутта тухнă. Хăйсем пурăнакан вырăна çĕнетессипе, ăна кирлĕ пек пăхса тăрассипе те ыттисенчен кая мар. Чылайăшĕ хăйсем тĕллĕнех шывне те кĕртнĕ, канализацине те тунă.

_ Ĕмĕтпе пурăнакан çын халсăр мар. Пирĕн ялсем хăйсене çак ушкăна кĕртеççĕ те. Темиçе çул каялла пĕчĕк ялта часовня пулассине шутлама та пултарайман эпир, халĕ вара ку ыйтупа та пăр тапранчĕ,_ кăмăллăн калаçать ял старости Геннадий Павлович Федоров.

Кĕлĕ çурчĕ пулмалли вырăна ял администрацийĕпе килĕшсе-канашласа суйласа илнĕ. Тепĕр темиçе уйăхранах ялти клуб çывăхĕнче Христос йăли-йĕркине тытса пымалли тăпăлкка чиркỹ уçăлĕ. Ырă тĕллеве пурнăçа кĕртме авăрланнисем ялтанах: Олег Хмелев, Владимирпа Виталий Симуковсем, Петр Васильев хастарсем. Проектне туса хатĕрленĕ, çак кунсенчех сакăр кĕтеслĕ йывăç пурана илсе килсе никĕс çине хурасшăн.

_ Кĕл тăвакана, ыйтакана ырă Турă пулăшатех. Ял-йышăмпа пĕр шухăшлă пулса Пỹлĕ-хĕмĕртен тилмĕрсе алă тăссан, тен, пирĕн Апрушнайне те "кăвак çулăм" çитĕ..._ ĕмĕтне пытараймарĕ Р. Федорова мăшăрĕ те.

Ĕлĕк Апрушнай пек пĕчĕк ялсене туя кайсан такмак ăстисем вырăнти халăха йĕплесе илмелли сăмахсене шыраса тупнах: "Ялĕ пĕчĕк, çынни усал _ тухса тарассăм килет..." тенисене паянхи кун та ас тăватăп. Паян çак йĕркесем вĕсемшĕн кивелнĕ. Пĕр тăван пек туслă пурăнакан çăтмахри евĕр вырăна айккинчен куç хывакансем те пайтах. Юлашки виçĕ çулта çеç çак яла ултă çемье куçса килнĕ. Çурт сутас текенсем çук. Кăçал вара чăвашсемпе тăванлашма тутар çемйи те тĕпленнĕ. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхне кĕрекен çак ялта ĕлĕкех ĕçчен те матур, пултаруллă çынсем пурăннă. Çакскерсем вăхăтĕнче хурăнтан тикĕт, кăмрăк хатĕрленĕ. Вăрман пуянлăхĕпе усă курса сухăр та юхтарнă, вĕлле хурчĕсем те тытнă. Вăрçăччен кирпĕч çапакан та пулнă. Ĕçчен çынна вара ял савать çеç мар, хапăл та тăвать. Тăрăшакан пурнăç тунине вĕсем яла нумай пулмасть Карапай Шăмăршăран куçса килнĕ Софроновсем килсен тепĕр хут курса ĕненнĕ. Анютăпа Олег чăн малтанах ваттисенчен юлнă çурта керменкке пекех туса хунă, хуралтисене те çĕнетнĕ. Иккĕшĕ те _ алă ăстисем. Ку таранччен ялта кăçатă çапакан та, чăваш кĕпи-тумтирне ытармалла çĕлекен те тупăнман. Çур ĕмĕр урлă каçнă çĕнĕ çынсем ял халăхĕн шанăçне, хисепне тỹрех хăйсен ылтăн аллисемпе çĕнсе илнĕ. Çĕнĕ ремеслана кил хуçине мăшăрĕ хăнăхтарнă. Çĕрпỹ район хĕрĕшĕн вăл ĕç ют пулман. Хĕрарăм çĕвĕ машини умне ларни вара чĕрĕк ĕмĕр ытла та иккен. "Çĕвĕç Анюта" тесен ăна паян кỹршĕ ялсенче те лайăх пĕлеççĕ.

Культура çулталăкĕнче ял çыннисем концертсемпе тĕрлĕрен тĕл пулусенче çеç савăнасшăн мар. Кашни çын хăйĕн чунне тасаттăр, хăйшĕн тата ял малашлăхĕшĕн ырă ĕç тутăр тесе тăрăшаççĕ. Çу пуçланас умĕн ял хуçипе-старостипе пĕрле вĕсем темиçе хутчен те урамра субботник тума ĕлкĕрнĕ, ял масарне те пĕрре мар тасатнă. Сăваплă вырăн вĕсен нихăçан та хыт хура айне пулмасть. "Ĕмĕрлĕх тĕнчене куçмалли "ялăмăра" масаран кăлармастпăр",_ калаçăва хутшăнчĕ ялти чи ватă кинемей З. Николаева. Çинук аппан пĕрле пуç шуратнă мăшăрĕ çĕре кĕнĕ пулин те 86 çулти тыл хастарĕ кил-тĕрешне тип-тирпейлех тытать-ха. Çакă вара хăй ял илемĕн пĕр пайĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика