24 мая 2014 г.
Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Тăрăн чиркĕвĕнче вырсарни кунхи аслă литурги кĕллине икĕ архиерей _ Варнава митрополитпа Феодор епископ _ пĕрле ирттерессине пĕлнĕ хыççăн ĕненекенсем (ваттисем те, çамрăксем те) ирех чиркĕве васкарĕç. 8 сехетре чиркỹ чанĕсем янраса кайрĕç. Пухăннă халăх архиерейсене çăкăр-тăварпа, чĕрĕ чечексемпе, çуртасем çутса кĕтсе илчĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Михеев, Сергий Пегасов благочиннăй, священниксем, диаконсем те хутшăнчĕç.
Вырсарни кун кĕлли пысăк çĕкленỹпе иртрĕ. Петр Федоров протоиерей проповедь каларĕ. Кĕлĕ вĕçленсен, пурте пĕрле Мăнкун юррисем юрласа, чиркỹ тавра иконăсем, хоругвисем йăтса çаврăнчĕç. Чиркỹ настоятелĕ Серафим игумен икĕ владыкăна та чиркỹ кĕллине хутшăнса ĕненекенсене пысăк савăнăç кỹнĕшĕн чăререн тав турĕ. Ачасен хорĕ Мăнкун юррипе саламларĕ.
Варнава митрополит чиркỹ настоятельне нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата аллă çул тултарнă ятпа грамота пачĕ. Юлашкинчен Владыка пухăннисене Мăнкун турăшĕсем парса пиллерĕ.
Çав кунах чиркỹре çара каякан çамрăксем валли молебен иртрĕ.
Л. ЛЯЛЬКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)