Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерана хисеплесе

24 мая 2014 г.

Турханти психоневрологи интернатĕнче паллă уявсене, уйрăм çынсен юбилейĕсемпе савăнăçне пĕр йĕрсĕр хăвармаççĕ. Акă, учреждени директорĕ А. Бабаев коллективри ытти ĕçченсемпе пĕрле Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламлама Тури Тăрмăшра пурăнакан Г. Полетаев ветеран патне кайса килнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ 1978 _ 1988 çулсенче интернатра техник-юсавçăра тăрăшнă. Гаврил Ивановича коллективра унăн ылтăн аллишĕн, ырă кăмăлĕшĕн, тăрăшулăхĕшĕн, çынна кирек хăçан та пулăшма хатĕр пулнишĕн хисепленĕ. Тăхăрвунă çула çывхаракан шур сухала вĕтти те хисеплесе пуç таять. Çемьере те хисеплĕ, ывăлĕпе, кинĕпе килĕштерсе пурăнать.

Вăрçă суранĕ Гаврил Ивановичшăн та пин-пин салтакăнни пекех чĕрере çырăнса юлнă. 1943 çулхи майра ăна фронта кайма ят тухать. Ун чухне каччă вун çичĕ çул тултарнă çеç пулнă-ха. Хул-çурăмĕпе те тĕрекленсе çитеймен çамрăка тăшмана хирĕç çапăçма пăшал шанса панă. Салтак çĕнтерĕве Прагăра кĕтсе илнĕ. Анчах та тỹрех салтак тумне хывайман, малалла бандеревецсемпе çапăçма тивнĕ. Çапла вара вăл çичĕ çултан çеç тăван яла таврăннă.

ПНИ коллектив делегацийĕ ветерана çитес çулхи Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине кĕтсе илме сывлăх, канлĕ те лăпкă ватлăх, килĕшỹ суннă, асăнмалăх парне панă. Гаврил Иванович та ĕçтешĕсем умĕнче ватăлла пуç тайса ĕçре пысăк ăнăçу суннă.

А. НИКОЛАЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика