17 мая 2014 г.
Йĕтĕн-кантăр вăрăм пултăр!
Кантăр вăрри тутă пултăр!
Çерçи ури шарт! хуçăлтăр!
Çие-пуçа çĕнĕ кĕпе-йĕм пултăр!
Кĕпи пĕттĕр те пуçĕ юлтăр!_
тесе юрланă пирĕн мăн асаннесемпе кукамайсем кĕпе-йĕм хатĕрлемелли ỹсен-тăран ăнса çитĕнтĕр, унран çĕленĕ тум тире сывлăхпа тăхăнмалла пултăр тесе. Чăвашсем мĕн авалтанах йĕтĕн тата кантăр çитĕнтернĕ. Вĕсене лайăх çĕрсене акнă. Унсăрăн нимсĕр те тăрса юлма пултарăн-çке.
Турханти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем авалхине тарăнрах пĕлес тесе ялти хисеплĕ ватă çынсемпе тĕл пулсах тăраççĕ. Пĕринче, Тури Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Е. Бузакина çурлапа тырă вырни çинчен каласа панăччĕ. Ачасем алă арманĕсемпе тĕш-тырра авăртса та пăхнăччĕ, хатĕр çăнăха ала витĕр кункăра çине те кăларнăччĕ, чуста çăрма та ỹркенменччĕ.
Хальхинче вĕсем В. Осипована урока чĕнчĕç, тĕл пулу ирттерчĕç. Ялта ăна хисеплесе Лиза аппа тесе чĕнеççĕ. Хăна пушă алăпа мар, авалхи пир тĕркисемпе, çамрăк чух пир-авăр комбинатĕнче хăй аллипе пĕтĕрнĕ çипсенчен тĕртнĕ япаласемпе килчĕ. Унтан вăл кĕпе-йĕмĕн авалхи йывăр çул-йĕрĕ çинчен каласа кăтартрĕ.
_ Паянхи пек пасартан е лавккаран кайса илсе çĕнĕ тум тире йăпăр-япăрах тăхăнса ярайман çав унччен. Çĕнĕ кĕпе тăхăнас тесен нумай ĕçлемелле пулнă. Кантăрпа йĕтĕне шăтса тухсан çум-курăкран тасатнă, кайăк-кĕшĕк тапăнасран вĕт-шакăра сыхлаттарнă. Çу вĕçĕнче йĕтĕнпе кантăра алăпа татнă, кĕлтесем çыхнă, кайран вĕсене çапса вăррине уйăрнă (çитес çул валли вăрлăхлăх). Кĕлтесене сулă евĕр çыхса шыв ăшĕнче икĕ эрне тытнă. Çакна урăхла йĕтĕн, кантăр шỹтерни тенĕ. Унтан типĕтнĕ. Çакăн хыççăн ỹсен-тăрансен тунине çемçетсе сỹс тумалла пулнă. Çавăнпа та хытă пайĕсенчен уйăрма кантăрпа йĕтĕне тылланă, çакăн хыççăн сỹсе килĕре кисĕппе тỹнĕ. Унтан шăртпа шăртланă, кантăрпа йĕтĕнĕн тунисенче юлнă çỹп-çапа тасатма пулăшнă. Сỹс арласа çип тума кĕнчелепе тата йĕкепе усă курнă. Хатĕр çиппе хутăрланă. Хутăрсене кĕл шывĕ çине ярса кăмакана хурса çемçетнĕ. Хĕлле тата çуркунне пуçламăшĕнче пир тĕртнĕ. Çурхи шывра çуса юр çине шуратма хунă. Йывăç тукмакпа çапса çемçетнĕ. Тинех чăваш çынни хăй çемйи валли кĕпе-йĕм çĕлеме пултарайнă.
Улттăмĕшсем кантăр тата йĕтĕн ỹкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Халĕ вĕсемшĕн тылă, килĕ, шăрт, шăртлани, кисĕп, хутăр, хутăрланă сăмахсем те çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ.
Юлашкинчен ачасем Лиза аппа пулăшнипе аваллăх çулĕпе кайса тум тир çĕлемелли ỹсен-тăрана акса пăхрĕç, алăпа татрĕç, шỹтерчĕç, тылларĕç, килĕре кисĕппе тỹрĕç, шăртларĕç, сỹсе йĕкепе арласа та, çипе хутăрласа та пăхрĕç. Лиза аппа ачасене мухтарĕ, кучченеçсемпе сăйларĕ.
В. САМАРИНА, тăван ен культурине вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)