06 мая 2014 г.
Çулленнех иртекен районти акатуйран пĕр ача та карусель çине лармасăр таврăнмасть пуль. Хамăр та пĕчĕккĕ чухне пуç çаврăничченех ярăнаттăмăр çав. Мĕн тери хаваслăччĕ! Халь арçын ачасемпе хĕр ачасене валли батутсем тата ытти сикмелли хатĕрсем те пур, апла пулин те пĕр ăрăва кăна мар савăнăç парнеленĕ карусель паян та ватти-вĕттине хăй патне туртать. Аслисене вăхăтлăха ачалăха таврăнма пулăшакана, çитĕнекен ăрăва асамлăха кĕртсе ỹкерекене тăвакансем Упамсасем иккен.
_ 1985 çулта колхоз карусель тутарттарчĕ. Ăна ăсталаса пĕтерсенех Канашри ярмăрккана илсе кайрăмăр. Унти ача-пăча 3 кун ярăнчĕ. Кайран вара районта çитмен пысăк ял та юлман пуль. Хуçалăх салансан каруселе хамăрах илес терĕмĕр. Халь ăна кĕрỹ пăхса юсаса тăрать, _ тет ялти хисеплĕ ватă В. Леонтьев.
Виталий Степанович чăннипех те ылтăн алăллă çын. Вăл _ платник, столяр, кăçатă йăвалакан, çăпата хуçакан, рамщик... Хăть хăш ĕçе те чунтан тăрăшса тĕплĕ пурнăçлать. Çамрăклăхри маттурлăхне çухатман арçын хут купăс та çăмăллăн калать. Ĕлĕкрех ĕçкĕ-çикĕре нумай çынна юрлаттарса ташлаттарнă. Халь чунне тунсăх пуссан кăна инструмента аллине илет, яш чухне ялти пĕрремĕш вăйçă кăмăлне каякан çемĕсене калать.
Йывăçран тем те пĕр касса ăсталас пултарулăх Виталий Степановича ашшĕнчен куçнă. Вăл ăна пуртă аври çỹллĕш пулсанах хăйĕнпе пĕрле илсе çỹренĕ, мăлатук, пăта тытма хăнăхтарнă. Алă усса ларнипе пурнăçа аталантарма çуккине пĕчĕклех лайăх пĕлнĕрен В. Леонтьев кăçатă йăвалама, çăм тапма пуçланă. Паян та вăл кĕрĕк арки кăна йăваласа лармасть, куçран пăхакан ватлăха та парăнмасть: хĕлле йĕлтĕрпе вăрмана çỹрет, шăпăр хатĕрлет, алли-урине выляткалама çăпата, çатан хуçать.
Хуньăшĕн тăприпе кĕрỹшĕн тăпри пĕр, теççĕ халăхра. Виталий Степановичăн аслă хĕрĕн мăшăрĕ те, Н. Марышкин, ĕç тĕлне пĕлекен çын. Шăпах вăл ĕнтĕ халь карусель хуçи. Çурхи ĕçсене вĕçлесенех ярăнмалли хатĕре акатуй валли юсаса хурать. Уява ăна укçа-тенкĕ пухассишĕн мар, ачасен кăмăлне тивĕçтерессишĕн, савăнăç парнелессишĕн илсе тухать. Тахçан хăй те пĕчĕк пулнине, тăраниччен карусельпе ярăнас килнине Николай Алексеевич манман-çке.
_ Манăн атте ир вилнĕ, çавăнпа та эпĕ хуньăмран чылай ĕçе _ кăçатă йăвалама, çăм тапма... _ вĕреннĕ. Хăть мĕн тума пуçласан та унпа канашлатăп. Çурт хăпартнă чухне вăл тата асатте (мăшăрĕн аслашшĕ _ авт.) нумай пулăшрĕç. Çак кунсенче ывăл купăста тỹмелли йывăç савăт кирлине пĕлтерчĕ. Эп хам ăна халĕччен туса курманччĕ, мăшăрăн ашшĕ кăтартса тăнипе аванах пулать пек-ха та... _ тет кил хуçи.
Сăмах май, эпир пынă чухне вĕсем шăпах валашкасем ăсталатчĕç. Çемье ăшшине тытса пыраканĕ те вĕсем патĕнчех кăштăртать: турпассем пуçтарать. Елена Витальевна колхоз саланиччен осеменаторта, дояркăра тăрăшнă. "Чи лайăх доярка" ята та илме тивĕçнĕ.
Марышкинсен çемйи ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та питĕ маттур. Николай Алексеевичпа Елена Витальевна концертсенче хăйсен пултарулăхĕпе халăха пĕрре кăна мар савăнтарнă. Çамрăк чухне агитбригадăпа ялсем тăрăх та çỹренĕ. Çав вăхăтрах ачи-пăчине тивĕçлĕ воспитани пама тата хăйсен ăшшине парнелеме те, кил-çурта тирпейлĕ тытма та, выльăхĕсене пăхма та ĕлкĕрнĕ. Çемьере килĕшỹ хуçаланнăран пурнăç йывăрлăхĕсене вĕсем пĕрле çĕнтерсе пынă. Çулĕсем аслăланса пырсан та Е. Марышкина сцена çине тухма пăрахман. Мускаври артисткăсенчен пĕрре те кая мар юрласа 2004 çулта районти культура çуртĕнче иртнĕ зонăри фестивальте Анна Германăн "Когда цвели сады" юррипе 38 участник хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)