26 апреля 2014 г.
ТУРХАНТИ психоневрологи интернатĕнче кăçалхи Культура çулталăкне Улатăр районĕнчи Эйпеçрен килнĕ фольклор ансамблĕ пуçланă. Кỹршĕсен алли çăмăл пулни вара куç кĕрет. Коллектива кашни уйăхрах тĕрлĕрен юрă-ташă ушкăнĕ килсе çунатлантарса хăварать. Ку таранччен кунта тĕп хуламăрти "Хавас" эстрада ушкăнĕ, "Çавал" фольклор ансамблĕ, ытарайми ентешĕмĕр, Красномайскинче çуралса ỹснĕ тутар чиперкки Фарида, районти культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ пулма ĕлкĕрнĕ. Кунпа çеç лăпланасшăн мар интернатра _ çулталăка малалла та тухăçлă тăсасшăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)