09 апреля 2014 г.
Турханти вăтам шкулти 7, 9, 10 классенче вĕренекенсем çуркуннехи каникул вăхăтне усăллă ирттерес терĕç. В. Башмаков тата В. Самарина класс ертỹçисемпе, ашшĕ-амăшĕсем тăрăшнипе тĕп хулана экскурсие кайрĕç. Шупашкар пысăк та тирпейлă хула. Кунта паллă вырăнсем те чылай. Çакна тĕпе хурса нумай çĕре çитме тăрăшрĕç.
Чи малтанах ГЭС урлă каçса хĕрсемпе каччăсем анлă Атăлăн çурхи шыв юххипе киленчĕç. Чăваш Республикин çурçĕр чиккинче вара _ Мари Эл Республикин çĕрĕпе паллашрĕç. Кун хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусне çул тытрĕç. Вĕсене кунта пирĕн ентеш, филологи наукисен докторĕ А. Иванова тата музей ертỹçи О. Галошева ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Малалла музей ĕçченĕ университет историйĕпе паллаштарчĕ. Ачасем çакăнтах вырнаçнă А. Кокель куравĕнче пулчĕç. Ун хыççăн "Мадагаскар" кинотеатрта кино, мультфильм курса савăнчĕç, драма театрĕнче Островскин "Чухăнлăх чăрмав мар" ятлă спектакльне пăхрĕç.
А. ЗЕЛЕНКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)