09 апреля 2014 г.
Турхан ял тăрăхĕнчи тăватă ялта вун икĕ депутат. Вĕсем пурте хăйсене шанса панă обществăлла тивĕçне кăмăлтан пурнăçласа пыраççĕ. Çак кунсенче "халăх тарçисемпе" вырăнти организаци, предприяти ертỹçисем черетлĕ ларăва пуçтарăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем _ ял тăрăхĕн Уставне улшăнусем кĕртесси, 2013 çулхи бюджет укçи-тенкине епле усă курни пирки калакан отчета çирĕплетесси.
Ларура урамра çапкаланса çỹрекен йытăсемпе кушаксене чакарас ыйтăва та пăхса тухнă. Ку чухне вырăнти хăй тытăмлăх органĕн урамра ирĕккĕн çапкаланса, çынсене хăратса çỹрекен анчăксене пĕтерме е тытма нимĕнле ирĕк те çук. Апла пулин те ял çынни хăнăхнă йĕркепе çак ыйтупа тỹрех пулăшу кĕтсе ял пуçлăхĕ патне утать. Ларура депутатсем асăннă проблемăна çăмăллатас тесе чылай калаçнă. Çавăх вăхăтра хуçаллă йытăсене шута илме, вĕсене хăйсен хуçалăх таврашĕнче çеç тытса усрама йышăну кăларнă. Енчен те хуçасем йĕркене пăснине е пăхăнманнине сăнасан малтанах вырăнти администраци асăрхаттарать, ун хыççăн та улшăну туйăнмасан, ра-йонти ветеринари службине ыйтупа тухать.
Сăмах май каласан, Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунăн 15 статйипе килĕшỹллĕн йĕркене пăхăнман çынсене штраф параççĕ. А
. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)