05 апреля 2014 г.
Ку чухнехи пурнăçра кирек хăш сферăра та конкурентсем пур. Суту-илỹре пушшех те. Апла пулсан вĕсен пĕринчен тепри лайăхрах ĕçлемелле. Çакна тĕпе хума тăрăшаççĕ те ĕнтĕ Патăрьел райповĕн Турхан филиалĕн Упамсари куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкинче. Кирек хăш тавар та пур кунта, сентресем туп-тулли. Мĕн кирлине туянакан хăйех суйласа илме пултарать. Залра _ самообслуживани. Çуккине пĕр е икĕ кун хушшинчех турттарса килеççĕ.
Ял халăхне Турхана е район пасарне кăларма тăрăшмаççĕ сутуçăсем. Çỹресси çеç мар вĕт-ха, çул укçи тỹлемелле, курттăмрах тавара турттарса килме транспорчĕ кирлĕ тата ытти те. Аслăрах çулхисем тухма ỹркенеççĕ те. _ Ял халăхĕн интересне тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатпăр. Каçхине 22 сехетчен кану кунĕсемсĕр ĕçлетпĕр. Камăн мĕнле уяв пуласса маларахах шута илме тăрăшатпăр. Чĕрĕ чечек таранах пур. Хĕрарăмсен кунĕнче те 25 роза сутрăмăр, _ калаçать О. Пятакова заведующи.
_ Çĕнĕ çул, февралĕн 23-мĕшĕнче, мартăн 8-мĕшĕнче, ял уявĕсенче лотерея билечĕсем туса сутатпăр. Çакна хăнăхрĕç килекенсем. Тĕрлĕ конкурс та ирттеретпĕр, йĕлтĕрпе, çуран чупасси таранах йăлара. Кам вылява хутшăнать, кам _ эстафетăна. Хавхалантараканĕ те айккинче тăмасть. Призĕсене вара пĕр-пĕрне лавккаранах туянса параççĕ. Кун пек чухне сĕт витри, тутăр, чашăк-тирĕк таранах каять, _ сăмаха малалла тăсать Г. Сымова сутуçă.
Вăр-варлăхĕ пуртанах умри тĕллевĕсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Февральте вĕсен планпа 380 пин тенкĕлĕх тавар сутмалла-мĕн. Уйăхĕ ыттисемпе танлаштарсан кĕскерех пулсан та 600 пин тенке çитернĕ.
_ Ял хавалĕпе пурăнатпăр эпир. Халăх хушшинче пулнăран вăй-халлă. Ыттисемпе танах выльăх-чĕрлĕх усрама та, вăйă картине тăрса юрлама та пултаратпăр. Шенкер пусмаран икĕ аркăллă пĕрсе çĕлеттернĕ кĕпесемпе тĕрĕллĕ шур саппунсем пурин те пур. Ирсерен сĕт пуçтаратпăр. Ăна уйăхсерен 150 пинлĕх туянатпăр. Тỹлевĕпе кашни 10 кунран татăлатпĕр. Чылайăшĕ унпа лавккаранах апат-çимĕç туянать, _ ĕç вăрттăнлăхĕпе паллаштарать тепĕç сутуçă О. Филиппова.
Наци радиовĕн передачисене хатĕрлекенсемпе те çыхăну пур лавккара ĕçлекенсен. Ун урлă çуралнă кун ячĕпе тус-юлташĕсене, тăванĕсене, кỹрши-аршине саламлаттарас текенсем тупăнсах тăраççĕ. Каялла вара татах пушă алăпа каймаççĕ.
Кирек мĕнле парне кỹрес тесен те пур лавккара. Утиялĕ, минтерĕ, вĕсене тăхăнтартмалли, хуранĕ, чỹлмекĕ... Пусмисем тĕркемĕ-тĕркемĕпе купалансах тăраççĕ. Улăхра иртекен ял уявне наци тумĕ çĕлеттерменни те сайра-тăр çитĕннисемпе аслăраххисем хушшинче.
_ Унчченрех Мускавра ĕçлесе пурăннă эпĕ. Лавкка сĕтне килĕштеретĕп. Кил сиктерсе ĕне тытаççĕ пулин те вĕсенчен туянас килмест. Çаврăнăçуллă сутуçăсем пирĕн кăмăла та хăвармаççĕ, _ тет Н. Савельева туянакан.
_ Эпĕ те Саратовран килнĕ. Лавккана кĕмен кун çукпа пĕрех. Хăш-пĕр çĕрте çăкăра 20 тенкĕпе сутаççĕ пулсан, кунта вара 18 çеç. Таварсен уйрăмлăхĕ тата та пур. Райпо системине кĕрекеннисен çемçе, паха, _ хушса хурать М. Азбергенева.
Кил сиктерсе пỹрне хуçса шутласа кайсан та кашни тавар туянакана витĕр пĕлеççĕ сутуçăсем. Акă Л. Белков, С. Пятаков, Ф. Чемеров, Н. Марышкин, О. Васильева, А. Козлов çемйисем нумай сĕт параççĕ. Н. Филиппова, Н. Лисова, З. Белкова хуçалăхĕсем мăйкараллă шултра выльăх йышлă тытаççĕ те какай хатĕрлесе параççĕ.
Ỹркенмесен ĕçлеме пулатех çав. Хĕллепе çуркунне пĕрлехи мероприятисенче шашлăк туса сутаççĕ сутуçăсем. Таврана ырă шăршă сарăлнă-сарăлман ача-пăча, ватти-вĕтти хĕвĕшет вара вут йĕри-тавра.
Сутуçăсен хастарлăхне ытти ялсенче те вырăна хурсан юрать.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)