Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интересли пуриншĕн те пур

29 марта 2014 г.

Турханти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература эрни питĕ кăсăклă иртрĕ. Вĕрентекенсем тăрăшнипе кашни кун хăйне майлă, тулли шухăшлă пулчĕ. Эрне пуçламăшĕнчех коридорта ачасем ушкăн-ушкăн пухăнса тăма тытăнчĕç _ викторина ыйтăвĕсене хуравлаççĕ. Кунта 5 классем уйрăмах йышлăн хутшăнчĕç. Д. Еремеева вара пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

Ачасене уйрăмах фразеологизмсен кунĕ килĕшрĕ. Икĕ урок хыççăнхи тăхтав вăхăтĕнче вĕсем сĕтел çинчи тĕрлĕ япаласен ячĕсенчен фразеологи-змсем турĕç. Тепĕр канура О. Ефимова, О. Сымова, Е. Мылова, Р. Родионова вĕрентекенсем хатĕрленĕ ачасен парачĕ пулчĕ. Унта сехет çине хăпарса тăни те, ялти чи чаплă каччă та, шăхлич каласа ташлаттаракан та пур. Ыттисен фразеологизмсен пĕлтерĕшне тупмалла. Коридорта урок ларичченех шавлă ĕçлĕ самант тăчĕ. Уроксем хыççăн çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç: 6б класри Ю. Сымова, 9б класри И. Карамаликов нумай балл пухрĕç.

Юмахсен кунĕ хăйне пулчĕ. 5-7 классенче вĕренекенсем "Дюймовочка", "Хĕрлĕ калпак" кăтартса пачĕç.

Илемлĕ вулас, сăвă е хайлав çырас текенсем валли те кун уйăрнă. Кунта Е. Кокеле итлесе ларма кăмăллă пулчĕ. Çуркуннене халалласа сăвăсем хайлама 29 ача хутшăнчĕ. Хăйсен туйăмне тĕрĕс те илемлĕ палăртакан шутĕнче Р. Богданова, П. Маштаков, А. Пятаков, С. Маштаков, М. Иванов, Ю. Сымова пулчĕç. Чи лайăххисемпе шкулти пур ача та паллашрĕ.

Словарьсен, энциклопедисен, юмахсен курăмĕ иртрĕ. Культура çулталăкне халалланă хаçатсене вулама та питĕ кăмăллă. Кашнийĕшĕ хăйĕн уйрăмлăхĕпе палăрса тăчĕ.

Р. ВЛАДИМИРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика