Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. КОКЕЛЬ ХЫВНĂ ТУСЛĂХ КĕПЕРĕ çИРĕП-ХА

19 марта 2014 г.

 Чăваш патшалăх университетĕнче Атăлçи федераци округĕнчи наци аслă шкулĕсен тата Украина халăхĕсен туслăхĕн "Кокель вулавĕсем" фестиваль уçăлчĕ. Ăна Украинăпа Раççей пĕрлешнĕренпе 360 çул тата Т. Шевченко писатель çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă.

Форум программипе килĕшỹллĕн унта хутшăнакансем Патăрьел çĕрĕ çине те килсе курчĕç. ЧПУ профессорĕ, культурологи докторĕ В. Васильев, Харьковри педагогика университечĕн истори факультечĕн деканĕ С. Бережная профессор, Алексей Афанасьевичăн ăрăвне малалла тăсаканăн мăнукĕ, Шупашкарта пурăнакан Н. Сергеев малтан район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов патĕнче пулчĕç. Николай Иванович вĕсене район историйĕпе, унăн паллă çыннисемпе паллаштарчĕ, Культура çулталăкĕнче тума палăртнă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

Малалла хăнасене районти тĕп библиотекăра çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Кунти тĕл пулăва вĕрентекенсем, шкул ачисем, кĕнеке вулама юратакансем килнĕ. Чăваш, тутар, ирçе, вырăс наци тумĕсемлĕ пикесем хăйсен чĕлхипе юрăсем шăрантарчĕç. Украин халăх юррине вара Светлана Викторовна та кăмăлтан юрларĕ.

"Çавра сĕтел" хушшинчи тĕл пулу пурин кăмăлне те кайрĕ. Унта Украина поэчĕ, прозаикĕ, ỹнерçи, этнографĕ Тарас Шевченко пултарулăхĕ çинчен сăмах пычĕ. Сăввисене украинла, чăвашла тата вырăсла вуларĕç.

11 хут иртет-мĕн çакнашкал фестиваль республикăра. Пĕтĕм тĕнчери Кокель ячĕллĕ плэнера та темиçе хут йĕркелерĕç. Унта хутшăннă художниксем ỹкернĕ картинăсем Алексей Кокелĕн тăван ялĕнче, университетăн ỹнер музейĕнче, ытти çĕрте упранаççĕ. Куçса çỹрекен курав тĕрлĕ хулара пулнă. Тĕнче шайне тухма юрăхлă картинăсене Раççей Президенчĕ те тивĕçлĕ хак панă. Пултарулăх лабораторийĕ _ икĕ халăха çыхăнтаракан çăл куç.

_ Пирĕн сирĕнпе пĕр-пеклĕхсем сахал мар. Тĕссене çеç илер. Эпир çутăраххисене юрататпăр. Эсир те çаплах. Манăн анне те библиотека ĕçченĕ. Ватта-вĕтте вулавăша явăçтарас тĕллевпе пĕрешкелрех ĕçлетĕр. Кунта йĕркеленĕ тĕрĕсен куравĕ, стендсем çавнах çирĕплетеççĕ. Халиччен кỹршĕ пек туслă пурăннă эпир. Пирĕн те сире кă-тартмалли пурах. А. Кокель ỹнерçĕ ăсталăхне Украинăра туптанă. Пырса курсамăр. Халăха наципе уйăрмалла мар. Пултарулăхĕпе çеç ăраснарах пултăр вăл, _ палăртрĕ украин профессорĕ.

Ăшă калаçу малалла та тăсăлчĕ. Пире Украинăпа çыхăнтараканни чылай. Акă, вулавăшра ĕçлекен Н. Мазякован хуняшшĕ çав енчен. Н. Исаеван аппăшĕ унта пурăнать.

Тĕл пулăва килнĕ В. Салмин пенсионер çар тивĕçне Украинăра пурнăçланă тата ытти те.

Хăнасене Турханти вăтам шкулта та кăмăллă кĕтсе илчĕç, алă ĕçĕсен выставкипе паллаштарчĕç. Ачасем концерт кăтартрĕç. Юлашкинчен А. Кокель çурт-музейне кĕрсе курчĕç, Алексей Афанасьевичăн мемориал хăми умне чечек хучĕç.

_ Сирĕн ен ăшă та ырă çынсемпе пуян. Хама сирĕн хушăрта çывăх тăван пекех туятăп. Туслăх кĕперĕ малалла та çыхăнтартăр пире,_ терĕ юлашкинчен Украина хăни С. Бережная.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика