19 марта 2014 г.
ХАЛЬХИ вăхăтра суту-илỹри пысăк конкуренци пулнине пăхмасăрах Патăрьел райповĕн Упамсари куллен кирлĕ таварсен магазинĕ халăхран ял хуçалăх çимĕçĕсем пуçтарас, эмел курăкĕсем хатĕрлес ĕçре районта çеç мар, республикăра та кăтартуллисен йышĕнче. Ахальтен мар Ольга Пятакова ертсе пыракан коллектива иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕпе "Лучший магазин-приемозаготовительный пункт Чувашпотребсоюза" хисеплĕ ят панă.
Вăрман тăрăхĕнчи сутуçăсем çулталăк тăршшĕпе ял халăхĕнчен 103444 килограмм сĕт туяннă, таварçаврăнăш планне 128 процент пурнăçланă. Эмел курăкне те виçĕм çулхинчен чылай ытларах хатĕрленĕ. Унсăр пуçне килтисенчен аш-какай, çăм та чылай йышăннă.
Урăхла каласан, хĕлле те, çулла та сутуçăсем алă усса çеç ларманни куç умĕнче.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)