15 марта 2014 г.
КĂÇАЛХИ çулталăк Хурама Тварсемшĕн чăнласах та синкерлĕ пуçланчĕ. Хăрушă пушарта çул çитмен икĕ пĕчĕк хĕр ача çунса вилнĕ хыççăн хуйхă пусарăнса та çитменччĕ-ха, тепри чутах йăтăнса анман. Юн кун, мартăн 12-мĕшĕнче, каçхи кỹлĕм çак ялсем каллех пушара парăнтарма кар тăнă. Пỹртре йăсăрланма пуçланă тĕтĕмре 37 çулхи арçын чутах чыхăнса вилмен. Хĕрĕнкĕ Е. Зеленов килĕнчех чикарккă мăкăрлантарнă иккен. Ыйхи пуснă хыççăн çаксер выртнă та çывăрнă. Ăна вара сỹнтерме манса кайнă. Телее, инкеке чăн малтан ялти пĕр хĕрарăм асăрханă, кỹршĕ-арша систернĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)