Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АННЕ

07 марта 2014 г.

Çут хĕвел пуçлать кунне,

Ирех сапать шевлине.

Сĕртĕнсе ăш аллипе

Пуçăмран лăпкать анне.

 

Вăратнă май пепкине

Калать çепĕç сăмахне:

_ Эсĕ ман _ хĕвел шевли,

Чун тĕпренчĕкĕм, хакли.

 

Çĕн кунне пуçлать тĕнче _

Чăнлăх çак сăмахсенче.

Ыйхă хăвăрт сирĕлет,

Аннеме чĕрем илтет:

 

Эп _ тĕпренчĕкĕ _ шевле,

Çут хĕвел _ пирĕн анне!

Шевлисем çумра пулсан

Ăшăтĕ хĕвел ялан!

 

Е. СЫМОВА. Упамса ял

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика