04 марта 2014 г.
Митрофан Митрофанович Упамса яĕленче йышлă çемьере çуралнă. Аслă ачисем пĕрин хыççăн тепри пурнаçран уйрăлнăран халăх йали-йĕркине пăхăнса тата вилĕме улталас тесе ашшĕ-амăшĕ кĕçĕн ывăлне иккĕмĕш ят панă, Çaвăнna ăна ентешĕсем паян кун та Юман пичче тесе хисеплеççĕ. Арлановсем пилĕк пĕр тăван çитĕнчĕç. Халĕ Митрофанпа Аксения кăна юлчĕç. Аппăшĕ кĕçех 94 çул тултарать, шаллĕ иртнĕ кунсенче 90 çулхи менелникне паллă турĕ.
Митрофан Арланова юбилей ячĕпе чысламашкăн Патăрьел район администрацийĕн пуçлахĕн çумĕ Валерий Осипов, хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Наталия Никитина, Турхан ял тăрăхне ертсе пыракан Александр Сымов тата ваçрă, ĕç, хĕç пăшаллă вăйсен, право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен канашăн председателĕ Иван Хитров ятарласа пычĕç, парнесемпе савантарчĕç. Валерий Владимирович Таван ĕçр-шыван Асл^ варçин вуг-çуламĕ витĕр тухна паттар салтака Раççĕй Президенчĕн Владимир Путинан Саламла çыравĕпе чысларĕ.
...1942 çулхи нарас уйахĕнче 18 çул тултарна йĕкĕтĕн салтак ячĕ тухна. Вал Смоленск паĕтнчи çапаçусене хутшанна. Икĕ хутччен аманна. 1944 çулта госпитале лекнĕ. Ана "Паттарлахшан", "Таван çĕршыван 1941-1945 çулсенчи Асла варçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградалана.
Вăрçă хыççăн вал тăван ене таврăннă, çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе Надежда Алексеевнапа виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса Устернĕ. Ёçрен те пăранман: йывăç комбинатĕнче, колхозра тăрăшнă, каярахпа страховани агенчĕ пулнă. Халĕ Митрофан Митрофанович аслă хĕрĕн еçмйипе пурăнать. Шел, мăшăрĕ 18çул каяллах пурнăçран уйралнă.
Юман тетен куç тулли телейĕ - 11 мăнуке тата вĕсен 10 ачи. Аслашшĕ-кукашшĕ патне таташах килсе çÿреççĕ вёсем, унан сывлахĕпе интересленеççĕ.
Самах май, ял тăрахĕнче хальхи вăхăтра вăрçă ветеранĕсем иккĕн кăна юлнă: Гаврил Полетаев /Тури Тăрмăш/ тата Митроан Арланов.