22 февраля 2014 г.
ХАЛЬХИ вăхăтра районти ялсенче граждансен пухăвĕсем иртсе пыраççĕ. Пĕрлех районти потребительсен обществи те суту-илỹ системинчи иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетет. Акă, çак кунсенче Турханта (столовăйра) Тури Тăрмăшĕнче (куллен кирлĕ таварсем сутакан магазинта) пайщиксем пухăннă. Кун йĕркинче _ райпон финанс ыйтăвĕсем, лавкка заведующийĕсен отчечĕсем, пайщиксен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермелли проблемăсем.
"Тарханский" филиалăн хуçалăхĕ пĕчĕк мар: кунта 34 суту-илỹ предприятийĕ, икĕ столовăйĕ, закусочнăй, утар, сĕт йышăнакан пункт пур. Вăл çур района тенĕ пекех (таврари 28 яла) тивĕçтерсе тăрать. Ĕç калăпăшĕ пысăк. Çавăнпа та филиал директорĕ Алексей Иванов хăйĕн докладĕнче малашне суту-илỹн çĕнĕ мелĕсене анлăн усă курмалли пирки те чарăнса тăнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)