Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹпе таврăнчĕç

08 февраля 2014 г.

Республика Пуçлăхĕн кубокĕшĕн пыракан шкул спартакиади шайĕнчи "Ылтăн шайба" тупăшуран пирĕн районти çамрăк хоккеистсем çитĕнỹпе таврăнчĕç. Финалти пĕрре-мĕш тата иккĕмĕш турсенче мала тухрĕç вĕсем. Ку хутĕнче ăмăртусем Елчĕкре иртрĕç. Район чысне унта 2001-2002 çулсенче çуралнă ачасем хỹтĕлерĕç. Вĕсем Çĕнĕ Ахпỹртри тĕп тата Турханти вăтам шкулсенче вĕренеççĕ. Çитĕнекен ăрупа ку енĕпе Н. Михайлов физкультура учителĕпе директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ А. Раевский ĕçлет. Хоккеистсем Елчĕксене 3:2, Тăвайсене 2:0 шутпа парăнтарчĕç.

Çитĕнỹпе ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн администрацийĕ те кăмăллă.

Н. ХУРАМАЕВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика