Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвă уншăн – палăк…

12 января 2013 г.

Вăхăт çав тери шелсĕр шăвать пулин те, çынсен асĕнче паттăрсем валли яланах вырăн пур. Хăйĕн матур хĕрĕсемпе ывăлĕсене халăх пăрахăçа кăлармасть. Поэтăн çутă сăнарĕ, ячĕ-шывĕ ĕмĕрлĕхех çынсен чĕрисенче упранĕ. Поэт тĕнче тăрăх çил хăваласа çеç çÿремен – ĕçленĕ. Ăна вăхăтĕнче çурçĕре е Казахстана кайма никам та хĕтĕртмен. Сăвăсем айне лартнă вуншар хуласен ячĕсем вăл чăнах та поэт-романтик пулнине çирĕплетеççĕ. Владивостокпа Япони, Сахалинпа Камчатка, Курил утравĕсем таранах çитнĕ харсăр сăмах ăсти.

Поэзи каçалăкĕнче вырăн тупнă юлташăмăр пиртен уйрăлса кайнă хыççăн унăн архивĕсемпе чăвашсен паллă тĕпчевçи Виталий Петрович Станьял поэт малалла ĕçлерĕ. Çав вăхăтра эпĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ пулнă май, ăна тĕпчев ĕçĕнче самаях пулăшрăм. Ун чухнех эпĕ хамăн пиччен пултарулăхĕнчен тĕлĕннĕччĕ. Сахалинра çеç 2230 сăвă шăрçаланă! Шел, хăй виличчен вĕсене пурне те якатса, тирпейлесе хăвараймарĕ. Арçук пиччен архивĕнче поэмăсен сыпăкĕсем те тупăнчĕç: “Шурă хурăн”, “Ангара”, “Коммунист”, “Иккĕн”. Вĕсен хăш-пĕр пайĕсем тĕрлĕрен журналсенче пичетленнĕ.

Тĕрлĕ жанрпа, тĕрлĕ кĕвĕпе çырнă Арсентий. Юптару, юрă, калав, поэма, статья, пьеса... Чи кăмăла килекенни – сăвă. Вăл çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн маларах асăннă поэт ячĕ çамрăксем хушшинче анлăн сарăлтăр, унăн сăнарĕ вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăтăр тесе Станьял нумай тăрăшрĕ. Чăваш ял хуçалăх институтĕнчи çамрăксен ушкăнĕ университетри “Çил çунат” литпĕрлешÿпе пĕрле Арсентий Андреев ячĕпе хисепленекен преми туса хучĕç. Ăна вара пуринчен малтан 1971 çулта Александр Ильин студент-сăвăç илме тивĕçрĕ. Вăл Арçук çинчен паян та манмасть. Анчах шел, çак премие парас йăла çухалчĕ. А. Андреев поэтăн 75 çулхи юбилейне паллă тăвас тĕллевпе каллех В.Станьялпа çыхăнтăм. Виталий Петровичăн ĕмĕчĕсем пысăк. Вăл вăйĕ çитсен çухалнă премие каялла та тавăрасшăн. Тăванĕсем вара поэт канлĕх тупнă вырăнта палăк лартасшăн. Пархатарлă шухăшсене пурнăçа кĕртме Турă пулăштăрах.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика