12 января 2013 г.
Ыхра Çырминче пурăнакансемшĕн тата килнĕ хăнасемшĕн Çĕнĕ çул каçĕ чылайлăха асра юлĕ. Кунта симĕс чăрăша ялти Культура çурчĕ умне капăрлатса лартнă. Уява ял тăрăх пуçлăхĕ А. Айбетов уçнă. Вăл иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май пурне те саламланă, сывлăх, телей, ăнăçу суннă. Çавăн пекех районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, “Жизнь” агрофирма ертÿçи Р. Санзяпов, Ыхра Çырминчи вăтам шкул директорĕ М. Сайдашев тата ыттисем те сăмах илнĕ.
Малалла мероприятинче лотерей билечĕсене выляттарнă, вăйăсемпе конкурссем ирттернĕ, чăрăш тавра юрăсем шăрантарнă, ташланă. Хĕл Мучипе Юр пике пурне те кучченеç панă.
Турхан ял тăрăхĕнче пур Культура çуртĕнче те 2013 çула кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Маларах симĕс чăрăш умĕнче ачасем савăннă, раштавăн 31-мĕшĕнче вара уява аслисемпе çамрăксем пухăннă. Çитĕннисем тепĕр хут ачалăха таврăнса Çĕнĕ çул çинчен юрăсем юрланă, ташланă, сăвăсем каланă. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ çур çĕр çитеспе çеç шăпланнă. Чи маттуррисемпе пултаруллисем Хĕл мучипе Юр пикен парнисене тивĕçнĕ.
Çĕнĕ çул каçĕ, Раштав çăлтăрĕ...
Раштав – чи асамлă та кĕтнĕ уявсенчен пĕри. Ăна халалласа Шăмăршăри Культурăпа кану центрĕнче “Раштав çăлтăрĕн çути” йăлана кĕнĕ фестиваль иртнĕ. Унта Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи чиркÿсен çумĕнчи вырсарни тата ача-пăча ÿнер шкулĕсене çÿрекенсем хутшăннă.
Фестиваль кăçалхипе улттăмĕш çул иртет. Ăна йĕркелесе ярассишĕн Шупашкар – Чăваш Ен епархийĕн кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Анатолий протоирей сахал мар тăрăшнă. Хăй ку тĕнчерен уйрăлнă пулсан та унăн ырă ĕçне малаллах тăсаççĕ.
Мероприятие Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор та хутшăннă. Хаклă хăнана Шăмăршă район администраци пуçлăхĕ В. Фадеев, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕ, Первомайскинчи Христос çуралнă ятпа хисепленекен чиркÿ настоятелĕ Сергий протоирей, тăваттăмĕш округăн благочиннăйĕ, Шăмăршăри Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Николай протоирей кĕтсе илнĕ.
Ачасем Иисус Христос çуралнине халалласа çырнă юрăсене шăрантарнă, инсценировкăсем лартнă, сăвăсем вуланă, ташланă. Кăçал фестивале пĕрремĕш хут Комсомольскинчи чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулне çÿрекенсем те пынă.
Феодор епископ пурне те тав тунă, малалла та килĕштерсе ĕçлеме ăнăçу суннă.
Пăлапуç Пашьелĕнчи Культура аталанăвĕн тата библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕнче кăрлачăн 7-мĕшĕнче ачасем Раштава паллă тунă. Уява учреждени директорĕ Л. Тимофе-ева уçнă. Унтан православи кружокне çÿрекенсем Е. Ларева библиотекарь ертсе пынипе “Парнесем пама лайăх-çке!” ятлă инсценировка лартнă. Çамрăк артистсем “Иисус çуралнă” юрра та чĕрене витермелле шăрантарнă. Кайран пурте пĕрле чăрăш тавра çаврăнса юрăсем юрланă, ташланă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)