Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "2013 çул çынни" конкурс старт илет

11 января 2014 г.

Районăн "Çулталăк çыннине" палăртакан конкурс пирĕн районта ырă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ _ кăçал ăна вун иккĕмĕш хут йĕркелетпĕр. Хĕрỹ тупăшăва халăх хуçалăхĕпе социаллă пурнăçра хăйсен ĕçĕпе, хастарлăхĕпе тата пултарулăхĕпе палăрнă çынсем хутшăнаççĕ.

Иртнинче пысăк чыса "Россельхозбанкăн" районти офисĕн ертỹçи Рудольф Васильевич Селиванов çĕнсе илнĕччĕ. Сăмах май каласан, ун чухне конкурс нихçанхинчен те вĕри иртнĕччĕ _ номинантсемшĕн çĕршер те пиншер вулакан сасăланăччĕ. Хăйсен шухăшĕсене тĕп хулара пурăнакан ентешсем те чылайăн пĕлтернĕччĕ. Райхаçат сайтĕнчи сасăлава та нумайăн хутшăнчĕç.

"2013 çул çынни" конкурса яланхи пекех район пичечĕн кунĕ тĕлне е февралĕн 8-мĕшĕнче пĕтĕм-лететпĕр.

Хăвăрăн шухăшăрсене редакцине çырса ярса е 6-25-28 тата 6-14-49 телефонсемпе пĕлтерме пултаратăр. Хаçат сайтĕнче электрон сасăлавĕ те пулĕ. Анчах вулакансене çакна аса илтерсе хăваратпăр _ унăн кăтартăвĕсем çĕнтерỹçе палăртма мар, пĕтĕмлетỹ тунă чухне шута илме çеç кирлĕ. Тĕп йышăнăва редакци коллегийĕпе журналистсен коллективĕ тăвать.

Кăçал конкурса хутшăнма çаксене суйласа илнĕ:

Бахматова Анастасия Николаевна _ Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкул директорĕ;

Воробьева Анисия Алексеевна _ районти социаллă хỹтлĕх центрĕн директорĕ;

Иванов Алексей Никандрович _ Патăрьел райповĕн Турханти филиалĕн директорĕ;

Коннов Дмитрий Николаевич _ право йĕркине хỹтĕлекен органсен ветеранĕ;

Матвеев Николай Алексеевич _ Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" коллетивлă ял хуçалăх предприятийĕн тĕп агрономĕ;

Маурина Елена Петровна _ районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ;

Медведев Гаврил Федорович _ Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ;

Салахова Дания Мирсеитовна _ Хирти Пикшикри культура çуртĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ;

Шакиров Мидхать Алимзянович _ районти искусство шкулĕн преподавателĕ;

Ялуков Петр Валерьевич _ Патăрьелĕнчи "Батыревский" хупă обществăн директорĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика