18 декабря 2013 г.
Турхан ял тăрăхне мĕн çăмăлпа килнине пĕлсе администраци çыннисемпе вырăнти депутатсем, уйрăм хастарсем çавра сĕтел тавра пуçтарăнсан та тỹрех калаçăва кĕрсе каяймарăмăр.
_ Мĕн ыррине, мĕн пахине каламалла? Ку чухне ял пурнăçĕ пур çĕрте те пĕрешкел-тĕр: хальлĕхе тытăнкаласа тăракан хуçалăхĕсем те çулсерен йăшаççĕ, унччен пире çăкăр çитернĕ çĕр лаптăкĕсем хыт хура уйне çаврăнни те пăшăрхантарать, вăйпиттти халăх вара ĕçсĕр çапкаланса çỹресрен юта укçа тума çỹрет. Унсăрăн кил-çурта та çĕнетеймĕн, ача-пăчана та кирлĕ пĕлỹ параймăн. Мал ĕмĕтпе малалла ăнтăлма çăмăл мар пулин те тапаланатпăр, пурнăçа сыпăнтарса пымалли меслетсене шыратпăр. Пирĕн патăмăрта çеç мар, чылай çĕрте паян çакнашкал лару-тăру ĕнтĕ,_ пĕр шухăш патне тухрĕç калаçăва хутшăнакансем.
_ Ялта культурăллă мероприяти ирттерме те çăмăлах мар. Ташă каçĕсенче те шкул ачисем çеç, тепĕр чухне хуларан студентсем килеççĕ-ха _ хушса хучĕ Г. Куприянов культура ĕçченĕ.
Ял хастарĕсен пăшăрханăвĕпе килĕшмесĕр тăраймăн. Çапах та пурнăç пăрнăçĕсене пăхмасăр пуçа усмасăр çỹремех тивет. Тĕрĕссипе, Турхансем те çаплах тăваççĕ-ха. Майĕпен пулсан та ял сăн-сăпачĕ те çĕнелет, урамĕсем те тикĕсленеççĕ, çĕнĕ ăру та хушăнать... Ял тăрăхĕ çулсеренех тĕрлĕрен программăна пая кĕме тăрăшни те паха. Вырăнти влаç органĕнче вăтăр çула яхăн тăрăшакан В. Антонова специалист халăхпа саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче ĕçленĕ. "Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн, çапах та яланах ял çынни паян ĕнерхинчен лайăхрах та хăтлăрах пурăнтăр тесе тăрăшнă", _ тет вăл. Малалла Вера Алексеевна ял тăрăхĕнче тĕрлĕрен программăпа çăмăллатнă субсиди илнĕ, пурăнмалли çурт-йĕрне лайăхлатнă çемьесемпе паллаштарчĕ. 2006 çултанпа 41 çемье тĕрлĕрен çăмăллăхпа усă курнă. Кăçал çеç нумай ачаллă икĕ çемье валли пысăк та хăтлă çурт хатĕрлесе çитернĕ. Çывăх вăхăтра вĕсем унта пурăнма куçмалла. Черетре тăракансем те сахалăнах мар: тепĕр 15 çемье.
Пурăнакан урамсемпе тăкăрлăксене кирлĕ пек пăхса тăрасси, хĕллехи вăхăтра вĕсене юртан тасатасси _ вырăнти влаçăн чи пирвайхи тивĕçĕ темелле. Паян вăл халăх умĕнче "экзамен" тытмалли чи курăмлă ĕç . Тĕпрен илсен, ял тăрăхĕнче çак ыйту тăтăшах кун йĕркинче. Кăçал вĕсем Тури Тăрмăшра, Упамсара пĕрер урама якатса тирпейленĕ, вак чул сарса тикĕсленĕ. Çĕнĕ çулта та çĕнетмелли урамсем пур. Юлашки çулсенче хĕл сивĕ çеç мар, нумай юрлă та пулчĕ. Урамсене вăхăтра юртан уçса тăрассипе ял тăрăхĕнче проблема çук. С. Манзуркин депутат çак тивĕçе темиçе çул ĕнтĕ хăй çине илнĕ. Турхан ял тăрăхĕсĕр пуçне таврари ытти ялсене те çак çăмăллăхпа тивĕçтерсе тăрать.
_ Ял малалла та пурăнтăр, аталантăр тесе уйрăм хастарсем пысăк пулăшу параççĕ. Сăмахран, Тури Тăрмăш ялĕнче хура кĕркунне те урамсенче çап-çутă. Е. Сергеева депутат тăрăшнипе тата йĕркелесе тăнипе кунти çутăсене халăх хăй вăйĕпе тытса тăрать тесен те йăнăш пулмĕ. Лампа çунса кайсан та никамран та пулăшу ыйтмаççĕ, тытаççĕ те улăштараççĕ.
Ку тĕлĕшпе Турханти В. Косойкин депутат та _ пысăк пуçаруçă. Тĕрлĕ ĕçре пиçĕхнĕ ял хастарĕ халăха пăшăрхантаракан чылай ыйтăва татса пама пулăшать. Çавăн пек маттурсем пулнипех ял тăрăхĕнчи кулленхи ыйтусене татса пама та çăмăлтарах, _ кăмăллăн калаçать ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ И. Данилов.
Сăмах май каласан, Иван Васильевич хăй те вăтăр çул хушшинче вырăнти влаç ĕçĕшĕн пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ. Темиçе çул каялла вăл республикăра та "Чи лайăх муниципаллă служащи" ята тивĕçнĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)