11 декабря 2013 г.
Инвалидсен кунне çулленех паллă тăвасси обществăпа влаç сусăрсен проблеми патне тимлĕх уйăрассипе çыхăннă. Тепĕр чухне эпир çакнашкал çынсем куллен мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнине асра тытаймастпăр.
Районти социаллă тивĕçтерỹ центрĕн директорĕ А. Воробьева Турхан ял тăрăхĕнчи сусăрсемпе ватăсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче пулчĕ, кунта хăтлăх тупнисене пурне те уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх сунчĕ. Уйрăм заведующийĕ Л. Шурякова та ăшă сăмахсем каларĕ. Турханти "Çеçпĕл" ача сачĕн воспитанникĕсем вара концерт лартрĕç.
Туçа ял тăрăхĕнче те чунĕпе харсăр сусăрсене манмаççĕ. Çак кун Анисия Алексеевна ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕпе А. Мальцевапа Кивĕ Ахпỹртри Антон Агафоновичпа Христиния Ивановна Каргинсен, Туçари Геннадий Ивановичпа Людмила Зосимовна Галкинсен çемйисенче, Анат Туçари Мария Ивановна Баранова ветерансем патĕнче пулчĕç. Ăшă сăмахсем çумне вĕсем пĕчĕк парнесем те кỹчĕç.
Çыннăн пичĕ çинче йăл кулă курас тесен ыр кăмăллăх кỹни çеç кирлĕ. Çакна тума кашнийĕн тăрăшмаллах.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)