07 декабря 2013 г.
УРХАН ял тăрăхĕнче килти хуçалăхра йышлă выльăх усраса пурнăçа сыпăнтарса пыракансем сахал мар. Вĕсенчен пĕри _ Упамсари Д. Сымов çемйи. Хальхи вăхăтра та витинче туллиех выльăх: тăватă лаша, çавăн чухлех ĕне тата сысна, икĕ пăру, вун пилĕк сурăх!.. Икĕ алă валли ĕçĕ мăй таран темелле.
Турханти Н. Лешовсем те ỹркенмеççĕ. Ирсерен виçĕ ĕне сăваççĕ, унсăр пуçне пăрусем усраççĕ. Маттур та ĕçчен çемьесем ялта пурăнсах тупăш çăл куçне тупнă. Ỹркенмесен ăста çеç мар, укçаллă та пулма май пур. Çĕршер çухрăм айккине кайса ĕçлемесĕрех.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)