27 ноября 2013 г.
1998 çултан пуçласа Аннесен уявне Раççейре ноябрĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Ку хутĕнче чыслав мероприятине районти çырăнтару керменĕнче йĕркелерĕç. Унта 55, 50 çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чĕннĕ. Çак чыса Сăкăтри Кариковсем, Шăнкăртамри Бурчаклысем, Патăрьелĕнчи Викторовсем тивĕç пулчĕç.
Саккăрмĕш теçеткене капашакан Кариковсем 14 ача (9 хĕрача, 5 арçын ача) çуратса пăхса ỹстернĕ. "Ача амăшĕ героиня" ята тивĕçнĕ Зинаида Федоровнапа Петр Васильевич "Красное Знамя" хуçалăхра тăрăшса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Халĕ вĕсен ăрăва малалла тăсакан 25 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнукĕ ỹсеççĕ.
Нурулла Хабибулловичпа Сария Шафигулловнасен _ ылтăн туй. Н. Бурчаклы ялăн общество пурнăçне хастар хутшăнать. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вăл çул-йĕр участокĕн мастерĕнче, тĕп инженерта, инженер-экономистра ĕçленĕ. Мăшăрĕ райпон хатĕрлев кантурĕнче, асфальтпа бетон заводĕнче тăрăшнă. Ĕç ветеранĕсем 4 ача ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Бурчаклысен 9 мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук.
Çỹлерех асăннă мăшăрсем пекех, Патăрьелĕнчи Викторовсем те пĕр ялтах ỹссе çитĕннĕ. Владимир Михайлович ĕçлĕ пурнăçне ытларах районти çыхăну узелĕнче, Раиса Александровна "Союзпичет" агентствинче ирттернĕ. Вĕсем виçĕ ача çуратнă, ултă мăнук çитĕнет.
Çырăнтару керменĕнчех районти "Çулталăк çемйи" конкурс çĕнтерỹçисене те чысларĕç. Турханти Андрей Васильевичпа Алевтина Григорьевна Богдановсем "Туслă çемье" номинацинче мала тухнă. Наци, çемье, ăру йăли-йĕркине мала хураççĕ, ялăн общество пурнăçне хастар хутшăнаççĕ вĕсем. Мăшăр районти, республикăри конкурссенчен те пăрăнмасть. Алевтина Григорьевна _ ялти шкулта математика учителĕ, Андрей Васильевич _ вăрманçăсен ĕç династине малалла тăсаканĕ. Раисăпа Данил ачисем ашшĕпе амăшĕн лайăх енĕсене илсе ỹсеççĕ.
Ишлĕри Красновсем "Социаллă активлă çемье" номинацире çĕнтернĕ. Вячеслав Олегович _ вырăнти ял тăрăхĕн депутачĕ. Ял халăхне ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнтарма пултарать вăл. Елена Егоровна вара килти хуçалăхпа ĕçлет.
"Çулталăк çемйи" ята вара Шăнкăртамри Шршасем ти-вĕçрĕç. Фенис Хайдарович предпринимательте, Гузелия Шефигулловна ача садĕнче воспитательте ĕçлеççĕ. Мăшăр 4 ача çитĕнтерет. Кăтартуллă мăшăрсене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ЗАГС пайĕн заведующийĕ Н. Емелина, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ăшшăн саламларĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)