20 ноября 2013 г.
Иртнĕ эрнере Хурама Твар ял клубĕнче "Единая Россия" партин районти политканашĕ вырăна тухса лару ирттернĕ. Унта Турхан ял тăрăхĕнчи активистсем те хутшăннă. Ларура пуçламăш уйрăм ĕçĕ-хĕлĕ тата малашлăх плансем пирки Александр Сымов секретарь отчет туса панă.
Канаш членĕсем тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явнă. Тухса калаçакансем те паянхи проблемăсене хускатнă: вырăнсенче çамрăксем валли ĕç вырăнĕ çукки, ялта кĕсье телефонĕн çыхăнăвĕ япăх пулни, муршрутлă автобуссем çирĕплетнĕ расписанипе çỹременни тата ытти те.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)