16 ноября 2013 г.
Эпир Упамсари пуçламăш шкул-ача садĕнчи 2-4 классенче вĕренекен ачасемпе хамăр ял çырав-çин, тавра пĕлỹçин, "Самант" журналăн ĕçченĕн В. Степановăн "Тантăш" хаçатра пичетленнĕ "Пирĕн ялăн çичĕ тĕлĕн-термĕшĕ" статйипе паллашнă хыççăн пĕчĕк тĕп-чев ĕçĕ пуçартăмăр. Малтанах вĕренекенсемпе çак çичĕ тĕлĕнтермĕшпе паллашрăмăр. Вĕ-сем çаксем: Яхтай тĕпĕнчи яхтă, питрав, Упамса сăр-чĕ, киреметсем, учỹк, хăнтăр пĕвисем, сунар уçланки, укçа çырми, карусель. Кашни тĕлĕнтермĕшре пĕлмелли, ăса хывмалли питĕ нумай. Çак тĕллевпе çамрăк йышпа çул çỹреве тухрăмăр, вăл виçĕ куна тăсăлчĕ. Пĕрремĕш чарăну _ Яхтай тĕпĕнчи яхтă. Çул хĕрринче яхтă ỹсет. Пур килен-çỹрене чăн малтан вăл кĕтсе илет, килтен кайнă чухне пĕччен ларакан хыр лăссисене сулсах ăсатса ярать. Малаллахи çул питрав уявне ирттерекен Чаканлă уçланкине илсе çитерет. Çак вырăнта ĕмĕр тăршшĕпех тăван ял кунĕ пулнă. Уçланкăран таçтанах Упамса сăрчĕ курăнса ларать. Ытла та чăнкă-çке вăл. Упамсана килсе курнă çын ĕмĕрлĕхех çак сăрта ас туса юлнă. Ял тавра çичĕ киремет, теççĕ. Ял халăхĕпе чỹк тунă вырăн _ Киремет тăвĕ _ тĕп киремет. Ачасем аслă киремет сăртĕнчи çăл шывне ĕçсе киленчĕç, унăн шывĕ чи тутли шутланать. Вĕренекенсемшĕн чи кăсăкли, чи тĕлĕнмелли хăнтăр пĕви пулчĕ. Çак юхан шывра ачасем чĕр чунсене курса тĕлĕнчĕç, вĕсем пĕвеленĕ 18 пĕве шутласа кăларчĕç. Укçа çырми тени пĕчĕк тĕпчевçĕсене малтанах хăйĕн ячĕпех тыткăна илчĕ. Çак вырăна Емельян Пугачев пăлхавĕпе çыхăнтараççĕ, авалхи япаласемпе пуян çак çыр-ма. Укçа, хĕç, вăрăм çĕçĕ-сем, ухă сăннисем тупнă кунта ял çыннисем. Шел пулин те, пĕчĕкскерсен куçĕ тĕлне нимĕн те пулмарĕ. Карусель _ ачасен чи юратнă вырăнĕ. Пĕчĕк Упамсасем мĕн çуралсанах карусель сăпкинче утьăкка сиксе, ярăнса ỹсеççĕ. Ачасене çул çỹрев питĕ килĕшрĕ. Мĕн тери пуян иккен пирĕн ял тăрăхĕ, унăн историйĕ, çут çанталăкĕ, йăли-йĕрки.
О. КУПЦОВА, вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)