13 ноября 2013 г.
Çулталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕр илемлĕ. Тулăхĕпе вара кĕркунне пуринчен те ирттерет. Тавралăх кунран-кун улшăнса пыни те хăйне май ытарлă. Илеме курма вĕрентес тесе Турханти "Çеçпĕл" ача садĕнче нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Кашни ушкăнри ачасемпе тĕрлĕ сăнав, калаçу, вăйă йĕркелетпĕр. Уçăлма тухсан таврари улшăнусене курма вĕренетпĕр. Çут çанталăка юратма, сыхлама, упрама хăнăхассине малти вырăна хурса тĕрлĕ ĕç туса пыма тăрăшатпăр. Чăваш, вырăс çыравçисен сăвă-калавĕсене вырăнлăн усă куратпăр. Çавăн пекех юрă-кĕвĕ, ỹнерçĕсен ỹкерчĕкĕсем те шкул çулне çитмен ачасене илем тĕнчине илсе кĕреççĕ.
Çитĕнекен ăру йăлтах курма, пĕлме тăрăшать. Турхан лесничестви çумĕнчи дендропаркра мĕн кăна çук! Хамăр тăрăхра тĕл пулакан каштан, пирамида евĕр ỹсекен тирек, кедр, Çĕпĕр хырĕ тỹпенелле кармашать. Унта та çитрĕмĕр. Ура айĕнчи илемлĕ çулçăсене кĕрхи уяв валли пуçтарса килтĕмĕр. Кайран тата кĕрхи кун илемне ачасем хăйсен ỹкерчĕкĕсенче сăнларĕç.
Аслисемпе пĕрле хĕрачасемпе арçын ачасем субботниксене те тухаççĕ. Çакă та воспитани ĕçĕнче кирлех. Çитĕнекен ăру ĕç патне туртăнать, аслисене пулăшма хăнăхать.
Кĕркунне уявсемпе пуян. Аслă ушкăнри ачасем йăлана кĕнĕ тăрăх Турханти ватăсен çуртĕнче, психоневрологи интернатĕнче, ача садĕнче концертсем кăтартрĕç. Пурте вĕсен юрри-ташшисене кăмăлласа йышăнчĕç, малашне те килсе çỹреме ыйтрĕç. Кĕрхи уява хатĕрленнĕ май "Кĕркунне парни" выставка уçăлчĕ. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ачасем тĕрлĕ пахча çимĕçрен юмахри сăнарсене ăсталарĕç. Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.
Г. КУДРЯВЦЕВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)