12 ноября 2013 г.
Асăннă ярăмăн черетлĕ хăни хальхинче - Патăрьел районĕнчи Упамсара пурăнакан 85 çулти Леонид Пятаков. Леонид Степанович пирĕн хаçатра Кучек поселокĕнче темиçе çул каялла йывăç кăмрăкĕ хатĕрленĕ пирки çырнине вуласан: «Пурăннă чухне Хăйăрлă поселокĕ пирки те каласа парасчĕ. Ман патăма килсе кураймăр-ши?» - тесе çыру ячĕ. Ватă çыннăн кăмăлне хăварас мар терĕмĕр. Ара вăл пирĕн кăларăмăн чи шанчăклă тусĕсенчен пĕри-çке. «Хыпара» 65/!/ çул çырăнса илет.
- Пирĕн атте колхоза кĕменччĕ. Юлташĕсемпе Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнче ĕçлетчĕ. Эпĕ те вĕсемпе çÿреттĕм. Йывăç кăмрăкĕ хатĕрлеттĕмĕр, сухăр юхтараттăмăр. Кăмрăк кăмакисенчен шăтăксем кăна юлнă ĕнтĕ. Кăмрăка ытларах хыртан тунă. Ĕçленĕшĕн укçа та, кăмрăк та паратчĕç. Йывăç кăмрăкне колхозсене сĕнеттĕмĕр. Вĕсем пире уншăн тырă паратчĕç. Каярах, атте пурнăçран уйрăлнă хыççăн, колхоза кĕтĕм. Платникре тăрăшрăм. 7 класс кăна пĕтернĕ эпĕ. Унтан мана вăрмана колхоз утарне ĕçлеме ячĕç. Хурт-хăмăрпа ачаранах кăсăкланатăп. Утарта сакăр çул иртнине те сисмерĕм. Каярах каллех платнике куçарчĕç, - çапла сăмах пуçарчĕ мучи.
- Эсир Хăйăрлă пирки пĕлтересшĕнччĕ пулас...
- Вырăсла ăна Хирла тетчĕç. Вăл Упамсаран 8 çухрăмра, вăрмантаччĕ. Асăннă поселокра вăрман хуçалăхĕ вырнаçнăччĕ. 60 çемье пурăнатчĕ. Кантур, пуçламăш шкул, лавкка, мунча, пекарня, клуб, икĕ картун пурччĕ. Чăвашсемпе вырăссем, мишерсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлетчĕç: вăрман касса Шăмăршă тăрăхĕнчи Муллана турттаратчĕç. Унтан вара ăна Упамса шывĕпе Улатăр еннелле ăсататчĕç. Эпир Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи умĕн атте-аннепе Хăйăрлăра пурăннă. Алă пăчăкипе пысăк хырсене каснине ас тăватăп. Пушар тухасран вăйлă сыхланаттăмăр. Поселок çумĕнчи çÿллĕ чăрăш çине пакша пек хăпарса тавраналла тинкереттĕмĕр. Уяр çанталăкра Шăмăршă енчи хирсем те курăнатчĕç. Хăйăрлă шывĕнче виçĕ арманччĕ. Унта таврари ялсенчен тырă авăртма килетчĕç. Хăйăрлă питĕ вăйлă юхатчĕ, тасаччĕ. Пулă - çăрттан, шампа - йышлăччĕ. Ас тăватăп-ха: пĕрре арман пĕви татăлса кайнă та пысăк шампасем кĕшĕлтетеççĕ кăна! Алăпах тытаттăмăр. Ыраш пăтрисем те сĕре мăнтăрччĕ ун чухне. Вăлтана яратăн кăна - нăкă пулă çакланать те! Кайăк кăвакалсем ишсе çÿренине те сăнама юрататтăм. Халĕ Хăйăрлă шывĕ те ĕлĕкхи мар ĕнтĕ. Упамса шывĕ те типсе пырать. Вĕсенче çăрттан сахалланчĕ. Хăйăрлă поселокĕ çывăхĕнчи вăрманта шур çырли, кĕтмел, хура çырла пуçтараттăмăр. Халĕ те çырлана çав еннеллех каятпăр. Мĕншĕн Хăйăрлă ятлă тетĕр-и? Вырăнĕ хăйăрлă пулнăран.
- Халĕ Хăйăрлăра мĕн юлнă?
- Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче пĕтме пуçларĕ вăл. Ĕç сахалланнине кура çынсем куçа-куçа кайма тапратрĕç. Халĕ унта маларах кĕрлесе-шавласа тăнă поселока аса илтерекенни нимĕн те çук. Инçех мар вырнаçнă Агофонка картун та вутра кĕлленчĕ. Çам /Фабрика/ поселокĕ те пĕтрĕ. Муллапа Кучек поселокĕсенче темиçе çурт кăна юлчĕ.
- Леонид Степанович калăр-ха: вăрман 50 çул каяллипе танлаштарсан улшăннă-и?
- Вăрман çамрăкланнă, ватă йывăçсене касса пĕтернĕ. Кăçал унта хăмла çырли татма кайрăм та чутах такăнса ÿкеттĕм. Хăрăк турат ÿксе пĕтнĕ, выльăха та вăрмана кĕртмеççĕ. Кăмпа та сахал унта.
- Мĕнле кăмпа тататчĕç ĕлĕк?
- Шурă, сарă, хура кăрăç. Тунката кăмпине, сарă кăмпана /лисичка/ пухман. Масла кăмпине вырăссем кăна тататчĕç. Эпир вара ăна çимелли тесе шухăшламан. Шурă кăмпана та, хурăн, ăвăс кăмписене те нумаях пулмасть кăна пуçтарма тытăнтăмăр. Çулсерен çырла-кăмпа хатĕрленисĕр пуçне чей вĕретме хура çырла, кĕтмел аври тататăп.
- Çемйĕр пирки пĕлес килет...
- Пулас мăшăрăмпа Ольгăпа эпир пĕр касрах çитĕннĕ, пĕр класрах вĕреннĕ. Унпа вăйăра, улахра çывăхрах туслашрăмăр. Эпĕ хĕрсене купăс каласа ташлаттараттăм. Çирĕмре авлантăм. 1948 çулта тĕп килтен уйрăлса тухрăмăр. Ун чухне çĕр вырăнĕ памастчĕç. Аттесен пахчи вĕçĕнче пурăнтăмăр. Унтан Казахстана куçса кайнă тăвансен пахчи хыçĕнче тĕплентĕмĕр. Çав çулсенче мăшăрăм Чĕмпĕре куçса каясшăнччĕ. «Эпĕ ялтан ниçта та тухмастăп», - терĕм. 41 çул килĕштерсе, юратса пурăнтăмăр Ольга Трофимовнăпа. Нихăçан та пĕр-пĕринчен укçа пытарман, сивĕ сăмах каламан. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстертĕмĕр. Шел, арăмпа пурнăç çулĕн вĕçне çитичченех пĕрле утма тÿр килмерĕ. Чир ăна пирĕнтен уйăрчĕ. Хĕрĕм Тоня та çамрăклах вилчĕ. Ывăлăмсем çемйисемпе - Шупашкарта, хĕрĕм Надя Мускавра пурăнаççĕ. Çичĕ мăнукпа икĕ кĕçĕн мăнук - манăн пуянлăхăм. Манмаççĕ, час-часах килеççĕ.
- Арçынна пĕччен пурăнма çăмăл мар-тăр...
- Кансĕр, паллах. 61 çултах тăлăха юлтăм. Арăм виличчен ачасене: «Аçуна 2 çулсăр ан авлантарăр», - тесе каласа хăварнă. Ун чухне питĕ кулянаттăм, каккуй авланас шухăш унта... Кайран пĕрле пурăнма килĕшекен хĕрарăм шырарăм. Çук, кăмăла килекеннине тупаймарăм. Мăшăрăн сарă çивĕтне вара халĕ те упратăп. Ачасем ăна тупăка хурса ярасшăнччĕ те - памарăм. Асăнмалăх пултăр терĕм. Кичемлĕх ан пустăр тесе халĕ те ĕне тытатăп. Пăру, 7 сурăхпа 4 путек, 10 чăх пур. Ĕмĕр тăршшĕпех хурт-хăмăр усратăп. Ĕнене кÿршĕ хĕрарăмĕ суса парать, уйранне хамах уçлатăп. Ĕçсĕр çын ухмаха тухать. Тата... хаçат вуламасан тем çитмен пекех туйăнать. Почтальона кĕтсе кăна тăратăп. Эпĕ «Хыпара» виличченех пăрахмастăп. Шел, юлашки вăхăтра ăна Упамсара 5-6 çемье кăна çырăнса илет.
- Хаçатра ытларах мĕн çинчен çырнине вулама кăмăллатăр?
- Мĕн пуçласа вĕçне çитичченех ăша хыватăп. Питĕ килĕшет. Пĕр сас паллине те сиктерместĕп.
- Эсир маттур-ха, ĕçлеме юрататăр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăр.
- Чăн та, эпĕ пирус туртман, эрехпе иртĕнмен. Ывăлăмсем те сигарета çăвара хыпман. Пылран кăрчама тăватăп. Унта хăмла та вĕретсе яратăп. Çу каçичченех çавна ĕçетĕп. Питĕ сиплĕ вăл. Пыл хурчĕсен амин сĕтне ас тиветĕп. Ăна эпир маларах тутанма пĕлмен çав. Колхоз утарĕнче ĕçленĕ чухне прополис уссине те чухламан. Рамăсем çинчен хырса чăмакки-чăмаккипе ывăтаттăмăр. Халĕ ав, прополис епле хаклă! Пĕр килограмĕ пин тенкĕ тăрать. Чир-чĕртен сипленме тесе прополис настойки хатĕрлетĕп.
- Ĕмĕт пур-и сирĕн?
- Çын ĕмĕтсĕр пурăнмасть. Ĕнесĕр пурăнас марччĕ. Кунти пек лайăх вырăн таврара та сахал пулĕ. Завод çук, сывлăш таса, выльăх усрама лайăх.
Источник: "Хыпар"
Первоисточник: Роза Власова