06 ноября 2013 г.
Районти пушар надзорĕн тата 26-мĕш пушар чаçĕн инспекторĕсем час-часах вырăнти граждансемпе тĕл пулса вут-кăвар синкерлĕхĕ пирки калаçусем ирттереççĕ, çакнашкал хăрушлăх сиксе тухсан хамăра мĕнле тытмалли, вăхăтра эвакуациленмелли йĕркесемпе паллаштараççĕ. Юлашкинчен çакнашкал вĕрентỹ Турханти психоневрологи интернатĕнче иртрĕ. Арçынсен çывăрмалли корпусĕн иккĕмĕш хутĕнчен сиксе тухнă "пушара" сỹнтерме пурте кар тăчĕç: интернатри ирĕклĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем те, пушар чаçĕн команди те. Вĕрентỹ эвакуацийĕ питĕ хăвăрт, пĕр-пĕрне ăнланса иртрĕ. Тĕтĕм-сĕрĕмре "сиенленнисене" пурне те эвакуаци планĕпе килĕшỹллĕн вăхăтра илсе тухрĕç, аманнисем, суранланнисем пулмарĕç.
Урамра çанталăк кĕр енне сулăнни куç кĕрет. Уйрăм çынсем те, организаци-предприятисем те мăрьесенчен тĕтĕм кăларма пуçларĕç. Хĕллехи хутмалли тапхăрта вут-кăварпа, "кăвак çулăм" çăмăллăхĕпе усă курнă чухне пушшех те асăрхануллă, тимлĕ пулмалла, ку тĕ-лĕшпе яваплă çынсемпе калаçусем ирттермелле. Вырăнти ял тăрăхĕсенче вара инкеке парăнтармалли пĕрремĕш хатĕрсем яланах алă айĕнче пулмалла. Пушар тухнă хыççăн çеç шывне шырамалла ан пултăр.
А. ТУКМАКОВ, пушар надзорĕн аслă инспектор
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)