26 октября 2013 г.
Вĕренỹ çурчĕ хăйĕн ытамне çамрăк йыша йыхăрса пĕрремĕш шăнкăрав пани уйăх та иртрĕ ĕнтĕ. Сисĕнмест çав вăхăт. Упамсари шкул-сада аслă ушкăна 10 ача килчĕ. Пурте чиперскерсем, матурскерсем вĕсем. Шкул-сачĕ те юмахри пек çăтмах вырăна вырнаçнă. Юнашар вăрман, ешĕл уй-хир, аслă çул... Çакă та илĕртет çитĕнекен ăрăва. Вырăнти илеме тытса тăма шкулта вĕрентекенсемпе воспитательсем те тăрăшаççĕ. Ăна курма, татах та пуянлатма, упрама вара ачасене те хăнăхтараççĕ. Çут çанталăкăн тĕрлĕ самантне, унăн улшăнăвĕсене сăнама воспитательсем ачасене тăтăшах çывăхри вăрмана экскурсине илсе çỹреççĕ. Çитĕнекен ăру мĕн пĕчĕкрен кăмпа-çырлана уйăрма вĕренет, вăрман пуянлăхне пуçтарма та хаваспах килĕшет.
Ача шучĕ сахал пулин те икĕ хутлă шкул-сад тĕрлĕ чечек айне путнă. Çакă вăл кунти тăрăшуллă ĕçченсемпе ачасен пултарулăхĕ те. Иртнĕ эрнере вара кĕр пуянлăхне палăртма, унăн иксĕлми пурлăхĕпе перекетлĕ усă курма, çĕр ĕçченĕн ĕçне хаклама вĕрентес тĕллевпе кунта "Кĕр парни" уяв иртрĕ. Кĕр пике тумне тăхăннă вĕрентекенпе тĕрлĕ пахча-çимĕç маскисемлĕ садик шĕвĕрккисем тата шкул ачисем çимĕç "пахчи" йĕркелерĕç. Мĕнле юрă, сăвă, тупмалли юмах янăрамарĕ унта! "Çулçăсен ташши" еплерех шеп пулчĕ. Ачасен савăнăçĕ виçесĕр: сĕтел-пукан çинче кашнийĕ хăй ỹс-тернĕ çимĕçрен ăсталанă экспонатсем пĕринчен тепри тĕлĕнмеллерех.
Пухса кĕтĕмĕр паян
Пахчаран
Тĕрлĕ тутлă çимĕçне
Мăй таран.
Кишĕр, çарăк, мăн хăяр,
Купăста,сухан.
Ăнса пулнă _ сахал мар,
Тутан, ан вăтан...
Уяв çавра сĕтел хушшинче тутлă пахча çимĕçрен ăсталанă сăйсемпе вĕçленчĕ. Тавах сана, сарă, тулăх та асамçă, мăнаçлă кĕр. Тепĕр çулччен санăн ырлăхупа сывлăхлă та хавас кăмăлпа пурăнар, терĕç унта хутшăннисем.
Д. ЮМАНОВА, воспитательница
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)