23 октября 2013 г.
Турханти вăтам шкулта математика учителĕ пулса ĕçлекен А. Ефимова çын çине тимлĕн, куçран пăхса каланине итлесен вăл анлă тавракурăмлă, сăпайлă, предмета таррăннăн пĕлекен, ачасене математика наукине шĕкĕлчеме тăрăшса вĕрентекен пулнине тỹрех туятăн. Сасси те çирĕп педагогăн.
Математикăна пĕлмесен паянхи кун пурăнма çăмăл мар. Унпа тĕрĕслев экзаменĕсем те тытмалла. Апла пулсан ачашăн кашни урок, кашни çĕнĕ тема хаклă. Çакна тĕпе хурать хăйĕн ĕçĕнче А. Ефимова. Чылай чухне вăл урока инноваци технологийĕсенчен пуçлать. Кашни ача мĕнле ăнланнине тĕрĕслеме тăрăшать. Доска умне черетпе кăларать. Пуçĕсене пĕксе ларакан ача ик-кĕленчĕклине сисет. Ун патне пырса уйрăммăн ĕçлеме май тупать. Ачасен ывăнни те иртсе каять кун пек чухне _ 45 минут сисĕнмест те.
Ирхине те, кăнтăрла та, уроксем хыççăн та ачасем явăнаççĕ педагог йĕри-тавра. Тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕшсен (шăпах çав классемпе ĕçлет вăл) вĕренỹ çулĕн вĕçĕнче экзаменсем пулаççĕ. Кашни ачана шухăшлаттарать вăл. Хушма занятисем, консультацисем ирттересси çинчен сăмах пуçарать çитĕнекен ăру. Расписанипе лартса пани çеç çителĕксĕр те хăшне-пĕрне. Ĕçленин усси пурах. Акă, иртнĕ вĕренỹ çулĕ вĕçĕнче патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче Турханта пĕлỹ пухакансем математикăпа вăтамран 55 балл илчĕç. Çак кăтарту районăннинчен те, республикăринчен те пысăкрах.
Хăй тĕллĕн ĕçлеме те ỹркенмест А. Ефимова. Математикăпа урок паракансен конкурсне хутшăнса вăл чи лайăххисен ретне кĕчĕ. Çамрăк специалистсен тупăшăвĕнче те кăтартуллисенчен пĕри Алевтина Владимировна. Республикăра пыракан математика урокĕсен фестивальне хутшăнчĕ педагог. Лицейра урок парса иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ.
7 классен ертỹçи ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе мĕнле çеç мероприяти ирттермест-ши! Çитĕнекен ăрăвăн психологине шута илсе тĕрлĕ ыйтупа калаçу хускатать. Шкулти, районти "Класный класный" конкурса хутшăнса республика шайĕнчи тупăшăва та тухрĕ. Вырăнти, таврари, районти учительсем валли пĕр хутчен çеç мар уçă уроксем ирттерет. Алевтина Владимировна ачасемпе шкул пахчине ĕçлеме тухсан та математика çинчен мантармасть. Кашни ача миçе витре çĕр улми, пан улми пухнине шутлама сĕнет. Е миçе килограмм, пĕрле мĕн чухлĕ тайнине ыйтса пĕлет. Сутлăх хакне каласа пахча çимĕç çитĕнтерекенĕн укçи-тенки мĕн чухлĕ перекетленме пултарнипе интересленет тата ытти те. Е кроссене тухакансемпе калаçу пуçарать: ача 100 метрлă дистанцие мĕн вăхăтра чупса тухать. Коллектив çав хушша пĕрле парăнтарсан мĕн чухлĕ минут пулнине тĕпчет. Математика эрнисенче вара тата кăткăсрах задачăсем шутлама тивет. Çĕнĕ талантсем палăрсан учительница вĕсене уйрăмрах ĕçсем хушать.
Туслăх, ырăлăх тĕнчене çăлса хăварнине пĕлет А. Ефимова. Çавна май класс сехечĕсенче çак темăсемпе çыхăннă мероприятисем йĕркелет, уроксенче кăтарту, дидактика материалĕсемпе анлăн усă курать.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)