28 сентября 2013 г.
Эпĕ 1928 çулта кун çути курнă. Çемьере пирĕн 7 ача пулнă. Мĕнле кăна вăй хуман-ши аттепе анне ỹссе çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕ çине кăларма! Паян эпир халлапри пек пурăнатпăр. Мĕн çиес килет, мĕн тăхăнас килет _ пурте пур. Ĕçлеме çеç ан ỹркен. Ку таранччен вăрçă çулĕсенчи выçлă-тутлă кунсем асран каймаççĕ. Аттепе икĕ тете алла хĕç-пăшал тытрĕç. Эпир вĕлтĕрен, ут кăшкар, йĕлме хуппи, шĕшкĕ кăчăки, çăка çулçи çинĕ, анасем çинче çĕрĕк çĕр улмисем шыраса çỹренĕ.
Вăрçă хыççăн та çăмăл пулман. 1951 çулта Шупашкарти пединститута ют чĕлхе учителĕ пулма вĕренме кĕтĕм. Ирхине ирех тăрса занятине каиччен лавккара çăкăр черетĕнче тăраттăмăр...
1994 çулта эпĕ йывăр чирлерĕм. Пурнăçпа вилĕм юнашарахчĕ. Операци тутартăм. Вăл ăнăçлă иртрĕ. Анчах рак чылайăшне вĕлерет. Мана та çак шухăш канăç памарĕ. "ФиС" журналта "Травы против рака" статья пичетленсе тухрĕ. Çав курăка эпĕ те шыраса тупрăм. Спиртпа настойка турăм. Сиплев курсĕ ансат. Ирхине шывпа выç варла тумлампа ĕçмелле. Виçине малтан ỹстерсе, кайран чакарса пымалла. Пĕр курсĕ 80 кун. Эпĕ 3 хутчен турăм. Болиголов настойки мана пулăшрĕ. Унтанпа 19 çул иртрĕ. Çавăнпа ыттисене те пулăшма хатĕр. Ман пата чылайăн канаш ыйтма килеççĕ. Çав шутра онкологи диспансерĕнче сипленекенсем те. Усси пурах. Симферополь онкологĕ В. Тишенко хăйĕн кĕнекинче çапла çырнă: "Настойка болиголова просто необходима всем взрослым 1 раз в год по 1 курсу по капельной методике, то есть до 40 капель и обратно как профилактическое средство". Ăна ĕçнĕ хыççăн çыннăн пурнас кăмăлĕ çĕкленет, вăл хăйне лайăх туять. Сысна кĕпçин настойкине икшер тумлам кунне 3-4 хутчен 2-3 уйăх ĕçни юн пусăмне чакарать. Унăн сиплĕхĕ ытти нумай чиртен те пур.
Настойка ĕçнĕ чухне эрех-сăрапа иртĕхмелле мар. Хамăр пурнăçшăн хамăрăнах кĕрешмелле, чире вăраха ямалла мар. Хускану _ маншăн пурнăç. Килте кичемленсе ларас килмест. Маларахри çулсенче кашни кун 8-10 çухрăм та утаттăм. Çуллахи вăхăтра ял çумĕнчи вăрмана курăк, çырла, кăмпа пуçтарма çỹретĕп, хыр вăрманĕн сиплĕ сывлăшĕпе киленетĕп. Сывлăхлă пуласси кашни кун çине тăрса пурнăçламалли ĕç. Вăй çитнĕ таран ачасене, мăнукăма, çынсене хавхалантарасчĕ-ха.
Л. ГУСЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)