25 сентября 2013 г.
Илĕртỹллĕ ăшă çу кунĕсем хыçа юлчĕç. Унчченрех тулта ытларах выляма пулатчĕ, халĕ вара пỹлĕме кĕмелле. Турханти "Çеçпĕл" ача сачĕ шалтан та хитре. Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе кунта юсав ĕçĕсене тăрăшсах пурнăçланă. Ахальтен шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсен конкурсĕнче мала тухаймăн та. Ача шучĕ те йышлă. Таврари ялсенчен те чылайăн çỹреççĕ. Çĕньялсемшĕн, Анат Тăрмăшсемшĕн, Хурама Тварсемшĕн, Нăрваш Шăхальсемшĕн те алăк уçă.
Аслă ушкăнра _ 25 ача. Пуçласа килнисем те, каникул вăхăтĕнче килте ларнисем те пур. Музыка залĕ кĕрлесе çеç тăрать. Пĕр-пĕрне итлесшĕн те мар. Пĕри тупăлла, тепри хăваласа тытмалла вылясшăн.
_ 5-6 çулхисем кунта. Пĕр-пĕрне итлесшĕнех мар çав, ирĕке хăнăхнă. Малтанхи эрнесенче çавнашкал. Акă, çак кунсенче вăрман кунне халалласа тематика сехечĕ ирттертĕмĕр. Пурне те килĕшрĕ. Вăрман çын пурнăçĕнче мĕнле пĕлтерĕш йышăннине кашниех аса илме тăрăшрĕ. Ачасем "Ỹсен-тăран тата вăрманти чĕн чунсем" альбома хаваспах пăхрĕç. Уçăлма тухсан вара йывăçсене сăнарĕç. Вăрмана хут çине сăнарлама пĕлни те паха. Тăван тавралăха сыхламалли çул çамрăк хунавсене хуçма юраманни çинчен сăмах пуçарни те вырăнлă пулчĕ пулĕ тетпĕр. Хамăр пурăнакан тавралăха таса та тирпейлĕ тытни сывлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, _ паллаштарать Л. Крылова воспитательница.
Садикре виçĕ ушкăн. Вăтаммисен йышĕ те аслисенни чухлех. Кĕçĕннисем вара кăштах сахалрах. Вĕсемпе Г. Кудрявцева, Е. Емельянова, И. Ухварина воспитательницăсем ĕçлеççĕ. Мероприяти ирттерес ăсталăхĕ вара кашнийĕнех пысăк. Акă, И. Ухварина çуллахи шăрăх кунсенче пахчара çитĕнекен ăрăва хăйăртан çурт тутарчĕ. Унта пурăнакан чĕр-чунсене ăсталани те кăмăллă. Аслисем пĕри те чĕрĕк ĕмĕртен кая мар вăй хумаççĕ.
Тепĕр ушкăн çуркунне акнă чечек çеçкисен илемĕпе киленчĕ, вĕлле хурчĕсем пахчана мĕншĕн вĕçсе килнине пĕлчĕ. Тăван тавралăха юратма хăнăхасси çакăнтан пуçланмасть-и-ха?
Ачасемпе, чăнах та, куллен ĕçлемелле. Вулама, çырма, шутлама вĕрентесси пĕрре те çăмăл мар. Ашшĕ-амăшĕ те пĕлсе тăрать ăна, ачасен аталанăвĕ мĕнле пулнипе интересленет. Куллен мĕн тунине кĕрекен çĕртех пĕлме пулать. Пĕрлехи мероприятисем чылай ирттереççĕ. Тĕрлĕ юмахри сăнарсене кăларма ачисем те, аслисем те хутшăнаççĕ.
Условисем çителĕклĕ ача садĕнче. Урама уçăлма тухма верандăсем тунă. Пахча тулли йывăç ỹсет. Ял условийĕнчех çакнашкал шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсем пурри мĕн тери лайăх. Ашшĕ-амăшĕн шухăшсăрах куллен ĕçе тухса утма пулать. Вăхăтлă çиет, канать, ушкăнпа вылять, хул-çурăмне тĕреклетмелли упражненисем тăвать кунта ача. Çемьерен харăсах виçшерĕн, икшерĕн çỹрекенсем те пур.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)